Среда, 21 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

50-мĕш пепке

Кашни çемьешĕнех ача çурални – чи пысăк телей.

Çак кунсенче ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем кăçалхи 50-мĕш пепкене регистрациленĕ. Тÿскелĕнчи Алексейпе Олеся Петровсем тăваттăмĕш ачине алла илнĕ. Ăна вĕсем Дмитрий ят хунă.

Нумай ачаллă çемьене ЗАГС пайĕн специалисчĕ Валентина Спиридонова пепкен пĕрремĕш документне – çурални çинчен свидетельство панă, çемьене, Раççейĕн пĕчĕк гражданинне çирĕп сывлăх, телей суннă.

«Упрар тăван чĕлхемĕре»

оратор ăсталăхĕн конкурсĕн республикăри тапхăрĕ иртнĕ.

Ăна Театр çулталăкне тата Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 550 çул çитнине халалланă. Унта республикăри тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенчи 150 яхăн ача хутшăннă. Конкурсăн юлашки тапхăрĕнче районсенче çĕнтернĕ 17 вĕренекен тупăшнă. Вĕсем «Тăван çĕршыв», «Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм», «Театр – наци чунĕ» темăсенчен пĕрне суйласа илнĕ. 7-мĕшпе 8-мĕш классем хушшинчи çивĕч ăмăртура Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулти Александра Матвеева тата Елчĕкри вăтам шкулти Лилия Ильина иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Ятарлă приз хуçи

Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен «Русский бас» фестиваль-конкурсĕ чаплă гала-концертпа вĕçленнĕ.

Фестиваль-конкурсăн «Сольное академическое пение» номинацире виççĕмĕш вырăна Тăрăмра çуралса ÿснĕ, баспа юрлассипе Елчĕкри искусство шкулĕнче пĕрремĕш утăмсем тунă, халĕ В.С.Попов ячĕллĕ Хор искусствин академийĕн студенчĕ Константин Федотов виççĕмĕш вырăна тухнă. Ăна халăхсем хушшинчи музыка фестивальне хушма тупăшусемсĕрех йыхравланă. Вăл опера сценин тĕнче шайĕнчи çăлтăрĕсемпе юрлĕ, Елена Образцован музыка академийĕн халăхсем хушшинчи мастер-класĕсене хутшăнĕ. Çамрăк юрăç Мефистофель, Эскамильо, Борис Годунов, Аттила партийĕсене юрлама ĕмĕтленет.

Калас пулать, тĕнче шайĕнчи конкурса Раççейри, ун тулашĕнчи баспа юрлакан 200 ытла çамрăк хутшăннă, вăл темиçе тапхăрпа иртнĕ. Тăхăр юрăçа юлашки тапхăра суйласа илнĕ. Çĕнтерÿçĕсене «Русский бас» фестивалĕн президенчĕ, совет тата Раççей эстрада юрăçи, РСФСР халăх артисчĕ Лев Лещенко саламланă.

Патреккелте – опера юрăçисем

Ялти культура çуртне пуçтарăннă халăх Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн солисчĕсене ăшшăн кĕтсе илнĕ.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисткисем Людмила Яковлева, Светлана Ефремова, Валентина Смирнова тата Валентин Михайлов, Василий Николаев, Надежда Степанова солистсем юрланине тăвăллăн алă çупса йышăннă.

Ял çыннисем паллă артистсемпе пĕрле çак театрта ĕçлекен Алексей Петрова курма, вăл янратакан М.Магомаев юррисене итлеме уйрăмах кăмăллă пулнине палăртнă.

90 çул чикĕ мар

Районта вăрăм ĕмĕрлисен йышĕ ÿссех пырать.

Çак кунсенче Турханти Анастасия Поликарпова, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Анна Герасимова 90 çулхи юбилейĕсене паллă тунă. Вĕсене ял тăрăхĕсен ĕçченĕсем Раççей Президенчĕн саламĕсене вуласа панă, парнесем парса чысланă, культура ĕçченĕсем савăк юрăсемпе саламланă.

Тăхăр теçетке çул хушшинче тĕрлĕ нуша-терт, савăнăç-телей курнă амăшĕсем йышлă ача çуратса вĕсене пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма пулăшнă. Вĕсен ачисем, мăнукĕсем – тĕрлĕ професси çыннисем. Ватлăхра ачисен ырлăхне куракан хĕрарăмсенчен телейли те çук пулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code