Среда, 21 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Астăвăм медалĕ

Астăвăм медалĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2019 çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнче «Чăваш автономи облаçне 100 çул» астăвăм медалĕн положенине çирĕплетесси çинчен» указа алă пуснă.

Ку награда икĕ элементран тăрать.

Медале Раççей çыннисем, ют çĕршыв гражданĕсем, Чăваш автономийĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалланă мероприятисемпе уявсене килнĕ хисеплĕ çынсем илме пултарĕç. Кама чыслассине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ йышăнĕ. Вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçин сĕнĕвĕсене те шута илĕ.

Медале 2020 çул тăршшĕпех парĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code