Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вулавăш – иккĕмĕш кил

Вулавăш – иккĕмĕш кил

Кĕçĕн Таяпа ялĕнче 34 çул библиотекарьте ĕçлет Светлана Агеева.

Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищине вĕренсе пĕтернĕ Светлана Васильевна кунта пĕрре килсе вырнаçнă та, хăй Елчĕкре пурăннăран çулĕ çывăх мар пулсан та, урăх ниçта кайма та шутламан.

– Çак вăхăтра кунти кашни çынна лайăх паллатăп, вĕсене библиотекăна тăтăшах килсе çÿреме йыхравлатăп. Ытларах аслă ăру çыннисем кĕнеке, хаçат-журнал вулама юратаççĕ. Çĕнĕ кĕнекесем килсен вĕсемпе кăсăклансах паллашаççĕ, – тет хăй ĕçне парăннă библиотекарь.

Библиотекăн фончĕ пĕчĕк мар – 7 пин ытла кĕнеке шутланса тăрать. Петровсен, Головинсен, Галкинсен çемйисем, Вениамин Кудряшов ялти нумай вулакансен йышĕнче.

Виçĕ теçетке çул хушшинче библиотека тĕрлĕ çĕрте хăйĕн алăкне уçнă. Хальхи вăхăтра вăл культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă. Пĕр пÿлĕмре – вулав залĕ, тепринче – кĕнеке фончĕ.

Библиотекăра питĕ хăтлă, илемлĕ те çутă. Кунта ял çыннисем валли тĕрлĕ кружоксем ĕçлеççĕ. Акă, ал ĕçĕсен кружокне çÿрекенсем тĕрлĕ япаласем ăсталаççĕ. Кĕçĕн Таяпасен чăваш тумĕллĕ пуканийĕсем районти кăна мар, республикăри тĕрлĕ выставкăсен çĕнтерÿçисем. Маргарита Галкина, Аля Головина /ялти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи/, Валентина Иванова, Алевтина Иванова, Александра Козлова, Нина Михайлова, Аня Савинова, Зоя Бахомова, Алевтина Романова кружокра тĕрлĕ алă ĕçĕ тăваççĕ, хăйсен ăсталăхне çамрăксене вĕрентес тесе тимлеççĕ. Калама кăна, пуканесем валли икĕ аркăллă кĕпине, саппунне, тутăрне çĕлеççĕ, вĕсене тĕрлесе илемлетеççĕ, çавăн пекех вĕсене масмак, тевет, хушпу тăхăнтартаççĕ. Çак ылтăн алăллă хĕрарăмсем культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ансамблĕн харсăр членĕсем те.

Ялти шкул хупăннă хыççăн унти музея пĕтме парас мар тесе культура çуртне куçарнă. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Маргарита Галкина, шкулта ĕçленĕ чухне музей йĕркелес тесе сахал мар тăрăшнăскер, халĕ те ÿркенмест, çĕнĕ çурта куçнă экспонатсене пĕлсе вырнаçтарас тесе тимлет. Валентина Иванова, авă, амăшĕн пир станокне, тĕртнĕ япаласем килсе панă.

В.КИРИЛЛОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: ялти хастар хĕрарăмсем – М.Галкина, А.Головина, А.Савинова, С.Агеева, А.Козлова çĕнĕ хаçат-журналпа паллашаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code