Суббота, 2 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ветерана саламланă

Ветерана саламланă

Кăçал Беларусь Республики фашистсенчен хăтăлнăранпа 75 çул çитнине паллă турĕ. Çĕршывшăн пурнăçĕпе сывлăхне шеллемен ветерансене сума суса çак паллă пулăм тĕлне Республика Президенчĕн Александр Лукашенкăн указĕпе килĕшÿллĕн «Беларусе ирĕкĕ кăларнăранпа – 75 çул» патшалăх медальне хатĕрленĕ.

Çак наградăпа Беларуçшăн пынă çапăçусене хутшăннă СССР йышне кĕнĕ республикăсенчи, ытти çĕршывсенчи ветерансене чыслаççĕ. Сумлă нагарадăна Аслă Елчĕкре пурăнакан Петр Алексеевич Печков та тивĕçнĕ. Çак ятпа ветеран-фронтовика Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсен уйрăмĕн ертÿçи Сергей Данилов, райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев саламланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code