Четверг, 20 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республикăра

Республикăра

Хамăрăн тавара çитекенни çук

Тăвай районĕнчи «Аккондмолоко» пĕрлешÿ кăçалхи виççĕмĕш кварталта инвестици проектне пурнăçласа сĕте ПЭТ-савăта тултаракан тата услам çу производствин çĕнĕ корпусне хута янă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çакна хăй куçĕпе курса ĕненнĕ. Пĕрлешÿ директорĕ Александр Ананьев пĕлтернĕ тăрăх, производствăра Чăваш Енре туса илнĕ сĕтпе усă кураççĕ. Сменăра 80 пин тонна чĕр тавара тирпейлеççĕ, 30 тĕрлĕ продукци туса кăлараççĕ.

Çĕнĕ завод пулĕ

Сивĕтекен оборудованисем туса кăларакан завода Канашри индустри паркĕнче Çĕнĕ çул умĕн уçма хатĕрленеççĕ.

Вăл 14 пин тăваткал метр йышăнать. Малтанхи вăхăтра кунта 60 çын ĕçлĕ, каярахпа вĕсен йышĕ икĕ хут ÿсмелле. Завод представителĕ пĕлтернĕ тăрăх, кунта ĕçлес кăмăллă çынсенчен хальлĕхе 200 ытла резюме йышăннă. Вĕсем пурте Канаш районĕнчен, завод уçăласса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

Капиталлă юсав тÿлевĕ хакланмасть

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче халăхăн пысăк пайне пырса тивекен ыйтăва татса панă – 2020 çулта нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсама хывакан тÿлев виçине палăртнă.

Строительство министрĕ Алексей Грищенко тÿлеве 2018-2019 çулсенчи шайрах хăварма сĕннĕ – хваттерсен кашни тăваткал метрĕшĕн 6,3 тенкĕ. Çапла йышăннă та. Алексей Грищенко палăртнă тăрăх, çак виçепе пухакан тÿлевĕн çитес çулхи пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 800 миллион тенкĕпе танлашмалла. 2019 çултан юлакан сумма – 630 миллион тенкĕ. Çак укçа-тенкĕ юсама палăртнă çуртсенчи ĕçсене туллин пурнăçлама, юсав ĕçĕсене кăçалхинчен 30 процент ÿстерме май парĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code