Понедельник, 15 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Ачасене – тĕрĕс воспитани

Ачасене – тĕрĕс воспитани

Право уйăхлăхне халалласа Тăрăм ял тăрăхĕнче райадминистраци çумĕнчи çула çитменнисемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна комисси председателĕ – райадминистрацин пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый ертсе пычĕ.

Комисси членĕсем чи малтанах ăнăçсăр çемьесенче пулса ашшĕ-амăшĕпе, йывăр ачасемпе калаçусем йĕркелерĕç, вĕсенчи пурнăç условийĕсемпе паллашрĕç.

Ачасене тĕрĕс воспитани парса ÿстересси çемьерен пуçланать тетпĕр. Воспитани ĕçне çавăн пекех педагогсем, йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем, культура тата медицина ĕçченĕсем, депутатсемпе старостăсем активлă хутшăнаççĕ. Статистика палăртнă тăрăх, преступлени çулĕ çине тăракан ачасен ытларах пайĕ йĕркесĕр çемьесенче ÿссе çитĕнет. Çавăнпа та воспитани ĕçĕнче чи малтанах асăрхаттару ĕçĕ тĕп вырăн йышăнать. Юлашки çулсенче ăнăçсăр çемьесен шучĕ ÿссех пыни пăшăрхантарать профилактика субъекчĕсене, ку çемьесенче ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене тивĕçлĕ пăхманран ачисем те киревсĕр çул çине тăрас хăрушлăх пысăк. Комиссинче Тăрăм ял тăрăхĕнчи çакăн евĕр 6 çемье учетра тăрать, вĕсенче 10 çул çитмен ача çитĕнет. Шăпах çак çемьесемпе мĕнлерех ĕçлесе пыни, çакăн евĕр çемьесене тупса палăртассипе мĕнле ĕçсем пурнăçлани тата профилактика канашĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Трофимов тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Ял тăрăхĕн депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ Людмила Енедерова, ял старости Валерий Кириллов, кунти ачасем вĕренекен Курнавăш тата Елчĕк шкулĕсенчи педагогсем çак темăпах калаçрĕç, хăйсем пурнăçлакан профилактика ĕç-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕç. Комисси ларăвне шăпах асăннă ял тăрăхĕнче ирттерни ахальтен мар. Юлашки вăхăтра çĕрле çÿренĕшĕн тата эрех-сăра ĕçнĕшĕн çул çитменнисем тĕлĕшĕпе пуçарнă административлă ĕçсен шучĕ палăрмаллах ÿсни пăшăрхантарать. Сăмах май, комисси ларăвĕнче пăхса тухнă 2003 çулта çуралнă çамрăкăн ĕçĕ те эрех-сăра ĕçнипе çыхăннă.

Ларăва пĕтĕмлетнĕ май çул çитменнисене право йĕркине пăсасран асăрхаттарассинче право хурал ĕçченĕсен тата профилактика субъекчĕсен вăйсене пĕрлештерсе ĕçлемеллине, ку енĕпе пурнăçламалли мероприятисене палăртрĕç.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Р.Шакова нарколог тухтăрпа районти полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенин инспекторĕ Людмила Егорова çул çитмен ачапа калаçаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code