Понедельник, Октябрь 25, 2021   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Предмет олимпиадисем пуçланчĕç

Çулсеренех иртекен Пĕтĕм Раççейри предмет олимпиадисем кăçал ноябрĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 11-мĕшĕччен пыраççĕ. Шкулти олимпиадăра пысăк балл пуçтарнă вĕренекенсем 19 предметпа хăйсен пĕлĕвне муниципалитет шайĕнче кăтартĕç. Пĕрремĕш тĕрĕслев пуçланчĕ – шкул ачисем экономикăпа хăйсен ăсталăхне туптарĕç.

Çулсеренех олимпиада ыйтăвĕсем кăткăсланса пыраççĕ, çавна май вĕренекенсен шкул программипе кăна çырлахмалла мар, тĕплĕн хатĕрленмелле, хушма литература нумай вуламалла, тишкермелле.

Л.ЕФИМОВА.

Çамрăк армеецсен çитĕнĕвĕ

Районта 11-12 çулсенчи çамрăк армеецсем хушшинчи «Кто в ГТО» фестиваль ăнăçлă иртрĕ.

Районти çĕнтерÿçĕсем – Елчĕкри вăтам шкулти вĕренекенсем Канашра иртнĕ республикăри фестивале хутшăнчĕç. ГТО нормисене пурнăçласа 10 команда хушшинче Елчĕк шкулĕн команди иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Пĕрремĕш – Канаш, виççĕмĕш – Çĕрпÿ хулисен вĕренекенĕсем.

Тĕрлĕ енлĕ тупăшура Д.Иванова, К.Хушкина, С.Громов, М.Скворцова, А.Борисов, Р.Никонов, Д.Агеева, М.Воронова, Е.Молодова çамрăк армеецсем лайăх кăтартусемпе палăрнă. Командăна М.Скворцовпа А.Тихонов физкультурниксем хатĕрленĕ.

Палăртса хăварас килет: 11-12 çулсенчи шкул ачисем ГТО комплексĕн виçĕ ступеньне тивĕçлипе пурнăçлаççĕ, анчах шкулсенче шывра ишме пĕлменнисем пурри чăрмав кăларса тăратни районти фестивальте лайăх курăнчĕ. Çавăнпа та çамрăк армеецсен бассейнпа туслашмаллах.

М.ВАСТУЛОВА.

Уйăхлăх пырать

Районти тĕп больницăра ноябрĕн 30-мĕшĕччен арçын сывлăхĕн уйăхлăхĕ пырать.

Ăнлантару ĕçĕсен уйăхлăхĕнче арçынсем валли ятарлă занятисем иртеççĕ, уçă алăксен кунĕсенче усал шыçăсем пирки, вăхăтра диагностика витĕр тухмаллине, ПСА анализне памаллине ăнлантараççĕ. Ку тĕрĕслев ар парĕн /простата/ усал шыççине пуçламăш тапхăртах тупса палăртма май парать. Ар парĕ канăçсăрлантарнине туякан арçынсен врачсемпе канашламаллах.

А.ЛАПШИН.

Тыл ĕçченне – 90 çул

Çак кунсенче Патреккел ялĕнче пурăнакан Лидия Ильинична Скворцова 90 çул тултарчĕ.

Çак ятпа ăна тăванĕсем, Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе специалисчĕсем, «Прогресс» хуçалăх ĕçченĕсем, Патреккелти культура çурчĕн ĕçченĕсем ăшшăн саламланă, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвне вуласа панă.

Лидия Ильинична ĕмĕрĕн пысăк пайне колхозра ĕçлесе ирттернĕ, тăрăшулăхне кура 8 çул ял совечĕн депутачĕ пулма шаннă ăна. Малтанхи çулсенче çуллахи тапхăрта бригадăра тĕрлĕ ĕç пурнăçланă, кĕрхи тата хĕллехи вăхăтра Елчĕкри крахмал заводра сакăр çул ытла весовщица-лаборанткăра тăрăшнă. Унтан мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван хуçалăхра склад заведующинче ĕçленĕ тыл ĕçченĕ. Ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code