Вторник, 31 января, 2023   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăсăмĕ пулĕ

Тăсăмĕ пулĕ

Хисеплĕ вулакан! Паян эсĕ «Пĕлсех кайман паллă ентешсем» ятарлă страницăпа тухса пынă проектăн юлашки материалĕсемпе паллашатăн. Çичĕ уйăхра 14 кăларăмра пĕтĕмпе 35 статья кун çути курчĕ. Урăхла каласан, вăтăр пилĕк çын çинчен тĕплĕн пĕлме пултартăн.

Чăн та, чылай пултаруллă ентеш пирки халĕччен илтмен эпир е питĕ сахал пĕлнĕ: океан ишевçи, кинооператор, доярка-депутат, чăваш тĕрĕ ăсти… Вĕсен тата ыттисен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне хаçат тусĕсем патне çитернисене – Владислав Николаева, Валентина Вастуловăна, Валерий Алексеева, Сергей Егорова, Александр Сорокина тав тăватпăр. Вĕсен статйисене ырласа хыпарланисем те сахал мар пулчĕç.

«Пĕлсех кайман паллă ентешсем» проект хупăнчĕ пулин те, тăсăмĕ пулĕ – рубрикăна малалла çул парăпăр. Апла тăк çырăр, кĕтетпĕр…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code