Среда, 5 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Ял кунĕнче – пысăк концерт

Ял кунĕнче – пысăк концерт

Тăрăмсем Михаил Архангел престол уявне анлăн паллă тунă.

«Рассвет» хуçалăх ертÿçи Юрий Мясников кашни çулах ял ĕçченĕсене чăваш эстрада юрăçисен концерчĕпе савăнма май туса парать. Кăçал та ырă йăлана пăрахăçа кăларман вăл. Виçĕмкун Тăрăм ял тăрăхĕнче пурăнакансем Чăваш халăх артисчĕн Вячеслав Христофоровăн концерчĕпе киленнĕ. Çĕнĕ Пăвара çуралса ÿссе тĕрлĕ хисеплĕ ятсене çĕнсе илнĕ юрăçпа пĕрле хамăр ентешсем – Ольга Кондратьева, Георгий Смирнов тата Чăваш халăх артисчĕн Иван Христофоровăн ывăлĕ Иван Христофоров илемлĕ юрăсемпе тыткăнланă. «Янра, юрă» ушкăн юрри инçете-инçете саланса ял çыннисен кăмăлне çĕкленĕ.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code