Среда, 29 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Президент пресс-конференци ирттерет

Президент пресс-конференци ирттерет

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин кашни çулах çĕршыв тата ют çĕршывсен журналисчĕсемпе, Раççей халăхĕпе тĕл пулса «тÿрĕ лини» йĕркелет. Кăçал вăл 2019 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнче иртет.

Президент патне ыйтусене тÿрĕ эфир кунĕнче шăнкăравласа, маларах СМС çырса, видеороликсем хатĕрлесе çитерме, çавăн пекех «ВКонтакте», «Одноклассники» социаллă сетьсем урлă тăратма май пур. «Тÿрĕ линие» Пĕрремĕш, «Раççей 1», «Раççей 24» каналсем урлă курма, «Маяк», «Вести ФМ», «Радио России» радиоканалсен урлă итлеме май пулĕ.

Çулталăка пĕтĕмлетесси, çĕршывăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тишкересси, малашлăх плансене палăртасси, коррупцие хирĕç кĕрешесси, вĕрентÿпе медицина аталанăвĕ, регионсенчи чăрмавсем, наука тытăмне пулăшасси, çĕршывсен хушшинчи политика… – пресс-конференцин тĕп ыйтăвĕсен йышĕнче пулĕç. Кăçал калаçăва тÿрех акăлчан, француз тата нимĕç чĕлхисем çине куçарса пырĕç. Кремль мероприятие хутшăнма 1895 журналиста аккредитациленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code