Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăлăх чунăн хÿхлевĕ

Тăлăх чунăн хÿхлевĕ

– Хамăн пурнăçра самана чăннипех те саккăрла ташланине курма тиврĕ, – тет Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралса ÿссе кунтах пурăнакан 90 çулхи Елена Иванова.

Егорпа Екатерина Ивановсен тăватă ача – пĕр ывăлпа виçĕ хĕр çуралнă. Елена иккĕмĕш. Саманан йывăр вăхăчĕсем ку çуртран та пăрăнса иртмен. Чи пысăк çухатăвĕ – ачасем тăван амăшĕсĕр тăрса юлни. Елена тăхăр çулта чухне, 45 çулхи амăшĕ, йывăр чире çĕнтереймесĕр, çут тĕнчерен уйрăлса каять. Чăтмалла мар пысăк хуйхă ачасен пуçĕ çине ÿкет. Пĕр тăвансем выçă ларас мар тесе нимĕнле ĕçрен те ÿркенсе тăмаççĕ. Ашшĕ вара, хĕрарăм ăшшисĕр пурăнайманнине туйса, упăшкасăр тăрса юлнă урăх хĕрарăм патне куçса каять. Хăйĕн çĕнĕ çемйине йĕркелесе мăшăрĕпе тата пилĕк ачана кун çути параççĕ вĕсем.

Тăватă тăлăхăн пурнăçа хăйсем тĕллĕнех йÿнеçтерсе пурăнма тивет. Ирина аппăшне, асли пулнăран, арçын вырăнне ĕçлеме тивет. Вăрçă вăхăтĕнче лашасене фронта илсе кайса пĕтерсен, вăкăрсем кÿлсе, колхозра тăрăшать вăл. Кĕçĕннисем те хуçалăхăн ĕçĕнчен пăрăнмаççĕ. Пушă вăхăтра е çĕрле вăрлăхлăх тырă суйлама та ÿркенмеççĕ.

Çемье выçлă-тутлă пурăнсан та Елена çичĕ класс пĕтерет. Малалла вĕренес ĕмĕчĕ пысăк пулсан та тăхăнмалли çукки, вĕреннĕшĕн тÿлеме укçа-тенкĕ пулманни унăн ĕмĕчĕсене татать. Хуçалăх ертÿçисем ăна фермăра ĕçлеме сĕнеççĕ – малашлăхĕ çакăнта кĕтнĕ те ăна. Çын пек пурăнас тесе тăлăхсем кирек ăçта ĕçлесен те чунне парса, тÿрĕ кăмăлпа вăй хураççĕ.

Коля шăллĕ ар шутне кĕрсен çемье çавăрать. Хăйĕн ăшă йăвине йĕркелет. Маня йăмăкĕ кÿршĕ ял ачине качча тухать. Ирина аппăшĕ кĕçĕннисене пăрахса хăвараймасăр, савнă каччипе хулана тухса кайма килĕшмест. Юратнă çыннинчен хĕр ача çуратни пурнăç илемне туйма пулăшать те ăна. Елена вара вăхăтĕнче тумтирĕ начар пулнăран вăтанса, савнă тусне хăйĕн таса туйăмĕсене уçса параймасăрах, ватă хĕр шутне кĕрет.

Ырă кăмăлĕ, сăпайлăхĕ, чунра çемье ăшшине туяс килни хĕр чунĕнче пĕрре те сÿнмест. Кĕтмен-туман çĕртен ял арçыннин мăшăрĕ вилсе каять. Çичĕ ачапа тăрса юлнă арçын ачисене çепĕç чунлă хĕрарăм аллисĕр, ăшшисĕр çитĕнтерме пултарайманнине туйса Еля /ялта çапла чĕннĕ ăна/ патне калаçма килнĕ.

– Арçыннишĕн мар, ачасене хĕрхенсе мăшăр пулма килĕшрĕм, – тет Елена Егоровна.

Арăмĕ вилнĕ вăхăтра кирпĕчрен çурт купаласа хунă пулнă вĕсем. Малалла Еля аппапа иккĕшĕ ăна туса пĕтерсе çĕнĕ çурта кĕрет пысăк çемье. Ачисем пĕрин хыççăн тепри шкула çÿреççĕ. Пурăна киле вĕсем Еля аппана анне тесех чĕнме пуçлаççĕ.

Кунĕпе фермăра, ирлĕ-каçлă килти йышлă çемьен ĕçĕсене пурнăçлакан харсăр хĕрарăм 7 ача ашшĕ хăйĕнчен сивĕннине сиссе те юлаймасть. Çак мăшкăла чăтаймасăр Елена тăван килне каялла таврăнать. Аппăшĕ, хĕрĕ ăна хапăл тусах йышăнаççĕ. Унтан пĕр тăвансем кил-çуртне пысăклатса, алкумне çĕнетсе икĕ пÿлĕмлĕ ăсталаса хураççĕ. Хăй чун ăшшине парса сакăр çул пăхнă ачасем ăна каялла таврăнма ÿкĕтлеççĕ. Еля аппан чĕри ултава чăтма пултараймасть, каялла таврăнмасть вăл çемьене.

Елена Иванова пĕтĕм пурнăçне тăван ялпа, тăван колхозпа çыхăнтарнă. Тÿрĕ кăмăллă, хастар ĕçшĕн ял-йыш хисепне тивĕçнĕ вăл. Сысна, пăру, чăх-чĕп пăхнă çĕрте е дояркăра вăй хунă – пур çĕрте те хăйне лайăх енчен кăтартнă. Ячĕшĕн вăй хума пĕлмен вăл.

– Тăрăшса ĕçлекенсене хуçалăх правленийĕ хавхалантаратчĕ. Мускавра ВДНХра та пулса куртăм, турист путевкисемпе тĕрлĕ вырăнсене курса çÿрерĕм, пĕрре кăна мар кану çурчĕсене ячĕç, – тет Елена Егоровна çул çÿревре чухне ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕксене пăхса ларнă май.

– Ĕлĕкхи вăхăтра ĕç кĕнекисене тĕплĕ йĕркелесе пыман, çавăнпа та манăн ача чухне пилĕк авнисем ун çине çырăнман. Пурне те шута хунă пулсан ĕç стажĕ 60 çул та пулатчĕ, – тет тăхăр теçеткене хыçа хăваракан сумлă кинеми.

Типтерлĕ ватă вăхăтĕнче хăйне хастарлăхпа палăрнăшăн панă Хисеп хучĕсене, Тав çырăвĕсене, медальсене шкафра упрать. «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ят темрен сумлă уншăн.

– Пурнăç хăйĕн сăпкинче сиктермерĕ мана. Ача чухне атте-анне ăшшипе киленеймерĕм, савнă арçын ытамĕнче савăнаймарăм, тăван тĕпренчĕке аркă çинче сиктереймерĕм, – тет ватă куççулĕсене шăлнă май. – Çапах та ÿпкелешместĕп: аппа хĕрĕпе шăкăл-шăкăл калаçса пурăнатпăр. Хамăр кассем – Анатолипе Светлана Алексеевсем, Виталипе Зинаида Александровсем, Константиновсем, тăвансем, тус-юлташсем тимлĕх уйăраççĕ, кирек мĕнле самантра та пулăшу аллине тăсаççĕ. Патшалăх ертÿлĕхне те тав тумасăр иртейместĕп. Ватăсене пенси вăхăтлă параççĕ, пÿртре газ, çутă çунать. Куççульпе çăвăнса ирттернĕ ĕмĕре аса илессĕм те килмест халĕ. Самана лайăх та тăнăç тăтăрччĕ, çынсен куçĕсенчен телей куççулĕ кăна тухтăрччĕ.

90 çулхи Елена Егоровна «Елчĕк ен» хаçата çулсерен çырăнса илет. Унти кашни статьяна сиктермесĕр вулать. Мăнкун, Раштав типписене пăхăнать.

– Хамăн вăрăм ĕмĕршĕн, ăс-тăнпа ыратусăр усранăшăн çÿлти Турра тав тăватăп, – тет тарават та ăш пиллĕ ватă.

З.ПОРТНОВА,
ялти ветерансен пуçламăш организацийĕн ертÿçи.

Сăн ÿкерчĕкре: Е.Иванова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code