Среда, 21 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Йывăр атлетика

Районти штангистсем республика первенствипе Кубокĕнче вăй виçнĕ.

Елчĕксем команда йышĕпе иккĕмĕш вырăн йышăннинче Денис Смирнов, Андрей Петров, Артур Никонов, Антон Архипов, Александр Овчинников, Алексей Александров, Марина Антонова, Игорь Абрамов тата ыттисен тÿпи пысăк.

Кире пуканĕ

йăтассипе те ентешсем Шупашкарта ăмăртнă, «Урожай» ирĕклĕ спорт обществин чемпионатĕнче тата Г.Калинин афганеца асăнса ирттернĕ турнирта 2-мĕш пулнă.

Хăйсен виçе категорийĕсенче çаксем çĕнтерÿçĕ пулса тăнă: Тихон Пушков, Дарья Петрова /Елчĕк шкулĕ/, Анастасия Фомина, Дарья Федорова, Камилла Николаева, Александр Константинов /Курнавăш шкулĕ/, Анатолий Узюкин /Таяпа Энтри/, Дмитрий Енедеров /Тăрăм/, Василий Кириллов /Лаш Таяпа/, Александр Павлов /Кавал/.

Волейбол

Курнавăш ялĕнче хĕрÿ точкăра пуçне хунă Сергей Фомина асăнса черетлĕ уçă турнир йĕркеленĕ.

Ăмăртура Шупашкар, Комсомольски, Тăвай, Елчĕк районĕсен, Çĕнĕ Шупашкар хулин спортсменĕсем тупăшнă. Сакăр командăран финала Курнавăшсемпе Тăвай районĕнчи Тушкилсем çитнĕ. Хăнасем маçтăртарах пулнăран куçса çÿрекен кубока çĕнсе илнĕ.

Мини-футбол

«Улăп» ФОКра иртнĕ районти чемпионат ял тăрăхĕсен командисене пуçтарнă. Аслă Таяпасемпе Аслă Елчĕксем çеç хутшăнман унта.

Сакăр коллектив хушшинчи кĕрешÿре Елчĕксем палăрнă, финалта вĕсем Лаш Таяпасене 4:2 шутпа парăнтарнă. Çирĕклĕ Шăхальсем – виççĕмĕш. Алексей Воронин ?Лаш Таяпа/, Дмитрий Алексеев ?Çирĕклĕ Шăхаль/, Николай Николаев ?Елчĕк/ ятарлă призсене тивĕçнĕ.

Хоккей

Аслă Елчĕкри çĕнĕ хоккей площадкинче 2005-2006 çулсенче çуралнă ачасен районти ăмăртăвĕ иртнĕ.

Ку сезонти пĕрремĕш тĕл пулу кăна пулсан та хоккей вăййишĕн тунсăхланă спортсменсем пысăк ăнтăлу, ăсталăх кăтартнă. Патреккелсем вара тантăшĕсенчен вăйлăрах пулнăран çĕнтерÿшĕн питĕ хĕпĕртенĕ. Аслă Елчĕксемпе Лаш Таяпасен те савăнма сăлтав пур: призерсем.

ГТО

нормативĕсене пурнăçлассинче хĕллехи тапхăрта та тăхтав çук.

Чи кăмăлли, паллах, пĕтĕм ăсталăхпа вăй-хала кăтартнă хыççăн ятарлă знаксене тивĕçни. Аслă Елчĕкри тата Кушкăри вăтам шкулсенчи 10 вĕренекен пурте «ылтăнлă» пулни – хăйсене Çĕнĕ çул умĕн парне кÿниех.

Шахмат

Ăс-тăн вăййи районти тĕп библиотекăра иртнĕ.

Уйрăм шахматçăсенчен унта районăн нумай хут чемпионки Эльвира Смирнова ?Курнавăш/ тата Илья Бобров ?Елчĕк/ çĕнтернĕ. Икĕ Надежда – Семеновăпа Спиридонова, Владимир Солинпа Василий Уразгильдин та хăйсен командисене мала тухма пулăшнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code