Пятница, 14 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елчĕк ял тăрăхĕ – çĕнтерÿçĕ

Елчĕк ял тăрăхĕ – çĕнтерÿçĕ

Халăхпа пĕр-пĕрне ăнланса, тăрăшса ĕçленин паха çимĕçĕ – ялсен сăн-сăпачĕ ырă енне улшăнса тата тирпейленсе пыни.

Çакăнта ял тăрăхĕсем тирпей-илем енĕпе йĕркелекен конкурссене хутшăнса час-часах призлă вырăнсене тивĕçнин, выляса илнĕ укçа-тенке ялсене тата та тирпейлĕрех, хăтлăрах тăвас ĕçре усă курнин витĕмĕ те пур. Çак кунсенче района тепĕр ырă хыпар çитрĕ. Елчĕк ял тăрăхĕ /пуçлăхĕ Алина Смирнова/ тирпей-илем енĕпе иртнĕ черетлĕ конкурсра «Оформление цветников и уголков отдыха» номинацире пĕрремĕш вырăн йышăнса 40 780 тенкĕ çĕнсе илнĕ. Унта 20 муниципалитет пĕрлĕхĕ 47 ĕç тăратнă.

Çĕнтерÿçĕсене Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Алексей Грищенко чысланă.

Тÿскел ялĕнче 5-мĕш çуртра пурăнакан Пушковсем те конкурса активлă хутшăннăшăн ырă ята тивĕçнĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code