Суббота, 2 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паллă ĕçсемпе пуян

Паллă ĕçсемпе пуян

Иртсе кайнă çул Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ваттисем вăхăтлăх пурăнакан стационар коллективĕшĕн асра юлмалли çулталăк пулчĕ.

Анлă юсав ĕçĕсем йĕркелесе çурта тул енчен те, шалтан та тĕпрен çĕнетнĕ. Чи малтанах ăна сăрласа хитре сăн кĕртнĕ. Урамран кĕрекен тротуара, пусмасемпе картлашкасене плита сарса тикĕсленĕ.

Пÿлĕмсем епле илемлĕ тата! Стенасене сăрланă. Урайсене çĕнĕ линолеум сарнă, кивĕ алăксене улăштарнă. Çавăн пекех кухньăри оборудование, çутă çутакан хатĕрсене улăштарнă, залта çĕнĕ телевизор вырнаçтарнă.

Ваттисен çурчĕн çĕр лаптăкĕ те пур. Эпир унта пахча çимĕç ÿстеретпĕр. Помидорпа купăста, сухан ăнса пулнăран социаллă ĕçченсемпе пĕрле хĕл каçма çителĕклĕ хатĕрлесе хутăмăр. Çĕрулмие вара пире «АСК-Яльчики» агрофирма тивĕçтерет. Иртнĕ çул та Ю.Галкин пулăшу аллине тăсрĕ.

Пире кунта кашни эрнере мунча хутса кĕртеççĕ, кĕпе-тумтире, вырăн таврашĕсене çуса, улăштарса параççĕ. Кунне тăватă хутчен апат çитереççĕ. Канлĕ канма мĕнпур услови çителĕклĕ. Кĕнеке, хаçат-журнал вулама юратакансем валли библиотека пур. Каласа хăвармасăр иртес мар, пĕлтĕр библиотекăна Хăвăлçырма шкулĕ те тĕрлĕ кĕнекесемпе пуянлатрĕ. Кунти соцработниксем ватăсем пушă вăхăта усăллă ирттерччĕр тесе тĕрлĕ конкурссемпе ăмăртусем йĕркелеççĕ. Шашка-шахмат вăййисенче те хамăр ăсталăха кăтартатпăр.

Самана таппипе тан утса пыма тăрăшатпăр. Пирĕн пата тăтăшах район ертÿлĕхĕ, социаллă сферăри ĕçченсем, тухтăрсемпе ытти шайри специалистсем килсе калаçусем ирттереççĕ. Çавăн пекех хамăр тăрăхри пултарулăх ушкăнĕсем те хăйсен юрри-ташшипе савăнтараççĕ. Пĕлтĕр Театр çулталăкĕ пулнă май эпир те, А.Осипова заведующи пуçарăвĕпе, хамăр патăмăрта «Ахах» фольклор ушкăнĕ йĕркелерĕмĕр. Ваттисен кунĕнче илемлĕ юрă-кĕвĕ ытамĕнче киленни асăмăртан часах тухмĕ.

Кăçал çĕршывăмăр чаплă уява кĕтсе илме хатĕрленет. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине халалласа эпир иртнĕ çул «Çĕнтерÿ вăрманĕ» акцие хутшăнтăмăр, чăрăшсем лартса хăвартăмăр.

Пĕр сăмахпа каласан, пурнăç илемĕпе киленме пурте çителĕклĕ.

И.КОРНИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code