Пятница, 27 мая, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тыл ĕçченĕ 90 çулта

Тыл ĕçченĕ 90 çулта

Çак кунсенче Аслă Елчĕк ялĕнче пурăнакан Нина Григорьевна Мисякова 90 çул тултарчĕ.

Çак ятпа ăна тăванĕсем, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Валерий Афанасьевпа специалисчĕсем ăшшăн саламланă, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвне вуласа панă.

Нина Григорьевна ĕмĕрне тăван колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Малтанхи çулсенче хуçалăхра тĕрлĕ ĕç пурнăçланă, каярах хăмла ÿстерес ĕçре тăрăшнă. Мăшăрĕпе Василий Марковичпа пĕр хĕрпе икĕ ывăл ÿстернĕ.

Хальхи вăхăтра Николай ывăлĕн çемйипе пурăнать кинеми, 7 мăнукĕпе, 5 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code