Вторник, Январь 25, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çырав талисманне палăртаççĕ

Çырав талисманне палăртаççĕ

Ÿнерçĕсене, дизайнерсене тата пултарулăх çыннисене пĕлсе тăма! Хăвăрăн ĕçе Раççей шайĕнче вунă çулта пĕрре иртекен пĕлтерĕшлĕ, кăçал цифрăллă форматпа пĕрремĕш хут иртекен пулăм символĕнче курас килет-и? Апла пулсан, 2020 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн талисманне палăртакан конкурса мĕнле хутшăнмалли тата 60 пин тенкĕ выляса илмелли пирки пĕлтеретпĕр.

Халăх çыравĕн талисманне палăртмалли наци конкурсĕ валли хатĕрленĕ материалсене январĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа йышăнма тытăннă. Çын е чĕр чун, ÿсен-тăран е тата урăх япала символ пулма пултарать. Тĕслĕхрен, 2010 çулхи çыравра çырав эмблемиллĕ футболка тăхăннă, пит-куçĕнче хаваслă кăмăл-туйăм палăракан савăнăçлă арçын ача талисман пулнă. «Пур ĕçе те авторăн хăйĕн шутласа тупмалла, ку таранччен усă курнă персонажсене е сăнарсене кĕртме юрамасть. Конкурса хутшăнакансем талисмана ÿкернĕ чухне 2020 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн официаллă символикипе усă курма пултараççĕ», – тенĕ конкурс условийĕнче.

Çĕнтерÿçĕн ĕçне çыравăн хыпар материалĕсенче, интернетра ятарлă страницăсенче, телевиденире вырнаçтарĕç, вĕсене çавăн пекех çитес çырава халалланă массăллă мероприятисем ирттернĕ чухне усă курĕç. Çĕнтерÿçĕ 60 пин тенкĕ укçан премие тивĕçĕ.

Конкурса ĕçсене февралĕн 10-мĕшĕччен /Мускав вăхăчĕпе кăнтăрла 12 сехетчен/ тăратмалла. Унта 18 çул тултарнă Раççей гражданĕсем хутшăнма пултараççĕ. Конкурса хутшăнас тесен «Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ – 2020» сайт çинче /www.strana2020.ru/ регистрациленмелле, ятарлă формăна çырса тултармалла, унта хăвăрăн ĕç пирки ссылка тумалла. Кашни конкурсантăн ĕçе Инстаграмри хăйĕн страницинче вырнаçтармалла, @strana2020 активлă ссылкăпа, çавăн пекех, #талисман_перепись хештегпа паллă тумалла. Унăн Инстаграмри аккаунчĕ кашни çыншăн уçă пулмалла, ĕçĕ .png е .jpeg формата тивĕçтермелле. Пĕр çын конкурса виçĕ ĕçрен ытла тăратма пултараймасть.

Çĕнтерÿçĕне икĕ тапхăрпа палăртаççĕ: Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ – 2020 сайт çинче пурте хутшăнма пултаракан сасăлав тата жюри суйлавĕ пулĕ. Жюри членĕсем профессионал художниксем, дизайнерсем, Раççей статистикин, «Комсомольская правда» издательство çурчĕн ĕçченĕсем тата конкурса йĕркелекенсем.

Сасăлав Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ – 2020 сайт çинче февралĕн 11-мĕшĕнче пуçланать. Сайт çинче регистрациленнĕ кашни çыннăн сасăлава хутшăнма май пур. Чи лайăх символа суйласа илсе /«Килĕшет» /«Нравится» е «лайк»/ паллăсене лартмалла. Пĕр «лайк» пĕр балл тенине пĕлтерет. Сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх чи нумай балл пухнă ĕçсене шорт-листа кĕртеççĕ.

Иккĕмĕш тапхăрта шорт-листа кĕртнĕ проектсене хаклаççĕ. Жюри членĕсем кашни ĕçе балсем параççĕ. Вĕсене пĕтĕмлетсе «Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ – 2020» талисмана шутласа тупнă çĕнтерÿçе палăртаççĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвне февралĕн 28-мĕшĕччен халăх çыравĕн тата «Комсомольская правда» сайтсенче, социаллă тытăмсен официаллă страницисенче пичетлеççĕ.

Конкурс пирки тĕплĕнрех talisman@strana2020.ru электронлă почта çине çырса ярса ыйтса пĕлме пулать.

Аса илтеретпĕр, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ кăçалхи октябрĕн 1-31-мĕшĕсенче иртмелле. Унта цифра технологийĕсемпе усă кураççĕ. Çыравăн чи пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕхĕ – Раççейре пурăнакан кашни çыннăн Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче /Gosuslugi.ru/ электронлă çырав хутне хуравласа тултарма май пурри. Раççей статистикин çыравçисем кил хуçалăхĕсене çитсе çынсенчен ыйтса хуравсене ятарлă программăллă планшетсем çине кĕртеççĕ. Ятарлă участоксенче, патшалăх тата муниципаллă пулăшу паракан нумай функциллĕ центрсенче те халăх çыравне хутшăнма пулать.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code