Пятница, 1 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Михаил Игнатьев Çырупа паллаштарчĕ

Михаил Игнатьев Çырупа паллаштарчĕ

Ĕнер Чăваш патшалăх опера тата балет театрĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çулсерен Чăваш Патшалăх Канашне яракан Çырăвĕпе паллаштарчĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, тĕп документра Чăваш Ен Правительствин, Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен кĕске тата нумай вăхăтлăха палăртакан ĕçсене пурнăçламалли çул-йĕре палăртнă.

Çырăва хатĕрленĕ чухне республикăра пурăнакансен, общество организацийĕсен, граждан обществин институчĕсен шухăшĕсене тата сĕнĕвĕсене шута илнĕ.

Çырупа тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕнче паллаштарăпăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code