Среда, 21 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Регион çĕнтерÿçисем

Хальхи вăхăтра районти чи пултаруллă шкул ачисем хăйсен пĕлĕвĕпе ăсталăхне, тавра курăмне Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регионти тапхăрĕнче кăтартаççĕ.

Муниципалитет шайĕнче астрономи предмечĕпе чи нумай балл пухнă 9, 10 тата 11 классенчи вĕренекенсем И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи физикăпа математика факультетне пуçтарăннă. Елчĕк шкулĕнчи Анатолий Нягин /11 е кл./, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Даниил Ловкин /10 кл./ регионти олимпиадăн çĕнтерÿçисем пулса тăнă.

Артур, Анна, Мирослав

ятсем хунă январьте çуралнă тĕпренчĕкĕсене ашшĕ-амăшĕ.

РФ Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырура çĕршывра демографи лару-тăрăвĕ кăткăс пулнине палăртнă. Пирĕн районти çуратаслăхпа тата вилеслĕхпе çыхăннă лару-тăру та тарăн шухăшлаттарать. Çулталăк пуçланнăранпа районти ЗАГС пайĕнче виçĕ ача çуралнине, 21 çын вилнине регистрациленĕ. Çак тапхăрта пĕр çемье те чăмăртанман.

Çурма хакпа

Районти нумай ачаллă çемьесене удостоверенисем парас ĕç малалла тăсăлать.

Хальлĕхе ăна 18 çул тултарман виçĕ е ытларах ача çитĕнтерекен 255 çемье илнĕ. Нумай ачаллă çемьесем «Улăп» физкультурăпа спорт керменне эрнере пĕр хутчен, культурăпа кану учрежденийĕсенчи мероприятисене çурма хаксемпе кĕме пултараççĕ.

Нумай ачаллă çемьесене удостоверенисем парас тата çăмăллăхсемпе усă курас енĕпе ыйтусем сиксе тухсан «хĕрÿ линин» 8 /8352/ 26-13-72 номерлĕ телефонĕпе ыйтса пĕлме пулать.

Елчĕк шкулне – çĕнĕ автобус

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ялсенчи шкулсене çĕнĕ шкул автобусĕсен уççийĕсене савăнăçлă лару-тăрура панă.

Иван Борисович республикăри шкулсене автобуссемпе тивĕçтерес программа Чăваш Енре вунă çул ытла пурнăçланнине, киввисене пĕчĕккĕн çĕнетсе пынине, хальхинче шкулсене 15 автобус панине, кăçал çĕнĕ автобуссем тата туянассине палăртнă.

Телейлисен йышне Елчĕкри вăтам шкул та кĕнĕ. Шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Ольга Кузьмина автобус уççине илнĕ, кадетсем республика ертÿçисене ялти шкулсене пулăшнăшăн тав тунă.

Халĕччен шкулти виçĕ автобус куллен 30 маршрутпа çула тухнă, 213 ачана турттарнă.

Акцие хутшăн

Пĕтĕм Раççейри «Сывă пурнăç йĕрки – ÿсĕм патне» акци кăçалхи июнĕн 30-мĕшĕччен пырать.

Унта 5-10 классенче вĕренекенсем хутшăнма пултараççĕ. Шкулсемпе ача сачĕсенче сывă пурнăç йĕркине пурнăçа кĕртес тĕллевпе тĕрлĕ уроксем ирттереççĕ, ÿкерчĕксен, плакатсен, агитбригадăсен, сăвă çыракансен конкурсĕсене йĕркелеççĕ, ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсенче те сывă пурнăç йĕрки çинчен калаçусем йĕркелеççĕ.

Аслă ăрурисем – спартакиадăра

Чăваш Енре саккăрмĕш хут «кĕмĕл ÿсĕмрисен» спартакиади иртет.

Унта Елчĕк пенсионерĕсем те активлă хутшăннă. Район чысне В.Орехов /Аслă Елчĕк/, Н.Семенова /Çĕнĕ Пăва/, Г.Молодов /Елчĕк/, В.Турхан /Турхан/, М.Острова /Тăрмăш/, В.Муравьев /Çирĕклĕ Шăхаль/ тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче начар мар хÿтĕленĕ.

Графикпа килĕшÿллĕн

Районти тĕп больницăна мобильлĕ маммографи комплексĕ çитнĕ.

Хальхи вăхăтра районта пурăнакан 39 çултан аслăрах хĕрарăмсем кăкăрĕсене тĕрĕслеттерччĕр тесе ятарлă график çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн врачсен амбулаторийĕсем, ФАПсем ялсенчи хĕрарăмсене района илсе килессине йĕркеленĕ.

Республикăри онкологи диспансерĕ «Маммографи онкопатрулĕ» профилактика проектне пурнăçа кĕртсе кăкăрти шыçăсене малтанхи тапхăрта тупса палăртассине тĕпе хурать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code