Понедельник, 9 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачасенче – çĕршывăн ырă малашлăхĕ

Ачасенче – çĕршывăн ырă малашлăхĕ

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă çулленхи Çырăвĕнче çывхарса пыракан вунă çуллăхăн варри тĕлне халăхсен йышне çирĕплетмелли задачăсене палăртрĕ. Владимир Владимирович уйрăмах 2024 çул тĕлне ача çуратассин пĕтĕмĕшле коэффициентне 1,7 çитерес, граждансен тупăшне ÿстерес, ачаллă çемьесем валли ĕç вырăнĕсем йĕркелес ыйтусене çивĕч çĕклерĕ.

2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен уйрăм граждансене социаллă пулăшупа тивĕçтерессипе тĕрлĕ хушăмсем кĕртнĕ. Калăпăр, «Демографи» масштаблă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн патшалăх пулăшăвне пенсие тухма вăхăт çитсе пыракансем, амăшĕсемпе нумай ачаллă çемьесем тата йышлăн илме пуçлĕç.

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен виçĕ çултан пуçласа çичĕ çулхи ачасем пур çемьесене, хăшĕсен кашни çын пуçне пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕкрех тупăш тивсен, уйăхсерен тÿлевсем параççĕ. Малтанхи тапхăрта пурăнма кирлĕ виçен çуррине, кашни ача пуçне çакă 4,8 пин тенкĕпе танлашать, парĕç, 2021 çултан ăна икĕ хут ÿстерме пултараççĕ. Чăваш Республикинчи Ĕçлев министерстви хаклавĕ тăрăх, çак пулăшăва республикăри 38 пине яхăн ача е 19 пин çемье илме пултарĕ.

Президент Амăшĕн капиталĕн программине малалла тăсассине те çирĕплетрĕ. Сахалтан та – 2026 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен. Тепĕр çĕнĕлĕх – çемье 2020 çултан ăна 1-мĕш ача çуралсассăнах илме пултарать. Маларах амăшĕн капиталне çемьере 2-мĕш ача çуралсан кăна панă. Пирĕн районти 2 е ытларах ачаллă 133 çемьене амăшĕн капиталĕн сертификатне панă, 48 çемье унпа усă курнă. Çамрăк мăшăрсене кулленхи пурнăçне йĕркелеме тата 2-мĕш ача çуратма хатĕрленме паракан патшалăхăн пулăшăвĕ калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен индексациленĕ хыççăн сертификат 466617 тенкĕпе танлашать. 2-мĕш ача çуралсан паракан тÿлев – тата 150 пин тенкĕ. Çапла вара икĕ ачаллă çемьесен тÿлевĕн пĕтĕмĕшле сумми 616617 тенкĕ, ăна çулсерен индексацилеççĕ.

Федерацин амăшĕн капиталне илес тесен РФ Пенси фончĕн уйрăмне пырса ача çуралнин свидетельствине кăтартмалла. Сертификатпа çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, ачасене вĕрентме тата ытти мелсемпе пайăн-пайăн та, пĕтĕмĕшле те усă курма юрать.

Федерацин амăшĕн /çемье/ капиталĕн çумне республика амăшĕн капиталĕ /100 пин тенкĕ/ пурнăçа кĕнĕ. Иртнĕ çул çак тĕллевпе республикăри 1769 çемьене тÿлеме 122,8 миллион тенкĕ уйăрнă. Районти 246 çемьерен 165-ĕшĕ республикăри амăшĕн капиталĕпе тĕллевлĕн усă курнă.

Нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ пулма хатĕрленекен мăшăрсемшĕн тепĕр ырă хыпар – 3-мĕш тата ун хыççăнхи ачасем çуралсан паракан республикăри амăшĕн капиталĕн виçине 100 пинрен 150 пин тенке çити ÿстерме палăртнă, программăна 2026 çулччен тăснă.

Кăçалтан республикăра пуçласа 1-мĕш ача çуралсан кашни уйăхра паракан тÿлеве памалла тунă чухне шута илекен кирлĕлĕх виçине улăштарнă. Çемьен çын пуçне тивекен тупăш виçине пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçен пĕрре çурă шайĕнчен икке çитиччен пысăклатнă, тÿлев вăхăтне ача виçĕ çула çитичченхи тапхăр таран тăснă. Асăннă улшăнусем вăя кĕриччен тÿлеве çемьесен 55 проценчĕ илсе тăнă. Халĕ 82 процента çити пысăкланма пултарать, ку вăл 8700 ытла çемье.

Кăçалтан тытăнса çавăн пекех 3-мĕш е ун хыççăнхи ачасемшĕн тÿлев уйăрса панă чухнехи кирлĕлĕх виçине пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк икĕ виçене çити улăштарнă. Асăннă пулăшу майĕпе çемьесен 95 процентне тивĕçтерме палăртнă.

Ача çуратассине хавхалантарма, çавăн пекех сахал тупăшлă тата нумай ачаллă çемьесене пулăшма укçа-тенкĕ сахал мар уйăрни ырă та курăмлă ĕç. Кăçал пепкесем ÿстерекен ĕçлемен амăшĕсене те пысăк тимлĕх кĕтет. Ачисемпе отпускра ларнă вăхăтра ÿркенмен амăшĕсене хушма пĕлÿ илме тĕрлĕ майсем йĕркеленĕ. Юратнă пепкисемпе отпускра 3 çул ларакансем çеç мар, шкулчченхи ачасене воспитани паракансем те тĕрлĕ професси илме пултараççĕ. Вĕреннĕ вăхăтра вĕсене 12130 тенкĕ стипенди тÿлеççĕ.

Кăçалтан пуçласа сахал тупăшлă граждансене пулăшса социаллă контрактсем çирĕплетме палăртнă. Çакă çемьесен пурнăç условийĕсене лайăхлатма май парĕ. Иртнĕ çул районта сахал тупăшлă 27 çемьепе социаллă контракт çирĕплетнĕ.

Маларах асăннă патшалăх пулăшăвĕсем сахал тупăшлă граждансен пурнăç шайне ÿстерсе чухăнлăха чакарма, çавăн пекех ача çуратаслăх çине пысăк витĕм кÿрĕç.

Кашни çемьерех телей, тулăх пурнăç, пĕр-пĕрне ăнланни тата иксĕлми юрату хуçаланнă, кашни килтех ачасен хаваслă сасси илемлĕн янăраса тăнă чухне пирĕн общество та çирĕп, патшалăхăмăр та вăйлă.

Л.ЛЕВЫЙ,
район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code