Суббота, 13 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Киревсĕрлĕхрен упрар

Киревсĕрлĕхрен упрар

Пурнăç тĕлĕнмелле хăвăрт аталанать. Информаци ĕмĕрĕнче ун таппипе тан ĕлкĕрсе пыма çăмăлах мар. Хăйĕн пурнăçне паян ватти те, вĕтти те Интернетпа анлă çыхăнтарать. Анчах та çак «тĕнчен уçлăхне» тухсан тимлĕ те асăрхануллă пулмалли пирки нумай чух манатпăр е чылай пулăма шута илместпĕр. Уйрăмах ачасем хÿтлĕхсĕр.

Раççейре 14 тултарман 10 миллион ытла ача Интернетпа усă курни паллă. Куллен тенĕ пекех вĕсем социаллă тĕрлĕ сете кĕреççĕ. Экран леш енче кам ларнине, вăл мĕнле шухăш-тĕллевлине пĕлмесĕр кĕçĕннисем хăйсем пирки хыпар пĕлтереççĕ, чылайăшĕ ют çынна хăйĕн тантăшĕ е пĕлĕшĕ вырăнне хурса шанать, чунне уçса пама та хатĕр. Федерацин «Ачасене сывлăха тата аталанăва сиен кÿрекен информацирен хÿтĕлесси çинчен» саккунне йышăнни ахальтен мар. Мĕнлерех информацие сиенлĕ тесе йышăннă-ха унта? Паллах, чи хăрушшисен шутĕнче ачасене психика тĕлĕшĕнчен сиен кÿрсе çынна пурнăçран уйрăлма, сиенлĕ йăлапа /наркотикпа усă курни, пирус тата психотроплă ытти хутăшпа, алкогольпе иртĕнни/ туслашма, чĕр чунсемпе çынсене мăшкăл-нуша кăтартма, проституципе аппаланма, çемье хаклăхĕсене хирĕçлеме явăçтараканнисем тата хистекеннисем. Ачапа çак сиенлĕ информацисем пирки ашшĕ-амăшĕн компьютер патне пыма е телефонпа усă курма пуçласанах вĕрентмелле, ку енĕпе тăтăшах калаçусем йĕркелемелле, сăмахсене пурнăçри тĕслĕхсемпе çирĕплетмелле. Ача садĕнче тата шкулта педагогсем ку ĕçе малалла тăсĕç. Йĕркеллĕ, тăнăçлă çемьере ашшĕ-амăшĕпе ачисем хушшинче пĕр-пĕрне шанаслăх пулсан хăрушлăхпа тивĕçтересси чылай ансат.

Ачасене тĕрлĕ киревсĕрлĕхрен хÿтĕлесе вĕсене ырă та йĕркеллĕ çынсем пулма вĕрентсе ÿстересчĕ пирĕн.

Л.ЕГОРОВА,
полицин çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code