Среда, 5 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ

Кĕскен

– 2020 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн тĕп тапхăрĕ октябрĕн 1-31-мĕшĕсенче иртмелле. Октябрĕн 1-25-мĕшĕсенче çынсем Госуслуги порталта НФЦра электрон мелĕпе çырав ыйтăвĕсене хуравлама пултараççĕ. Октябрĕн 4-27-мĕшĕсенче çыруçăсем çула тухĕç. Çын пурăнакан çуртсене 100 проценчĕпех çитĕç, стационарлă çырав участокĕсенче сведенисем пуçтарĕç. Октябрĕн 28-31-мĕшĕсенче кил-çуртсене /10 процент/ тĕрĕслевпе тухĕç.

– Апрелĕн 1 – декабрĕн 20-мĕшĕсенче аякри, çитме кансĕр территорисенче çырав иртмелле.

– 2020 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ – çĕршыври пĕрремĕш цифра çыравĕ. Респондентсем Госуслуги порталта электрон мелĕпе те ыйтусене çырса хуравлама пултарĕç. Çыруçăсем пуçтарнă сведенисене планшетри электрон çырав хутне кĕртеççĕ. Хваттертен хваттере, килрен киле çÿренĕ чухне çыруçăсем цифра карттипе усă курĕç. Унчченхи пек хутпа сайра хутра, планшетпа май килмен чухне кăна, усă курĕç.

– Çыруçăсене РОССТАТ тесе палăртнă портфельпе, «2020 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ» тесе çырнă кăвак-хĕрлĕ шарфпа тивĕçтерĕç. Çавăн пекех хунарпа жилет та уйăрма палăртнă.

– Цифра çыравĕ чылай çĕршывра стандарт пулса тăрать. Кăçал Европăри 85 çĕршывра планшетпа, электрон адрессемпе усă курмалла. Çыраври тепĕр çĕнĕлĕх – пысăк кăтартусемпе ĕçлесси, çав шутра социаллă пурнăçпа демографи статистики тĕлĕшпе те.

– 2020 çулхи декабрьте малтанхи хут кăтартусене пĕтĕмлетĕç, тĕплĕнрех – 2021-2022 çулсенче.

– Çыравăн пĕтĕмĕшле бюджечĕ 33 миллиард тенкĕпе танлашать. Çав шутра 6,7 миллиард тенки çыруçăсене планшетсемпе тивĕçтерме кайĕ.

– Кăçал 50 çĕршывра çырав иртмелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code