Понедельник, 20 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ялан пĕрлĕхре пулар

Ялан пĕрлĕхре пулар

1990 çулсен варриччен республикăн тĕп хулинче Вăрнар, Канаш, Красноармейски, Патăрьел тата ытти хăш-пĕр районсен ентешлĕхĕсем йĕркеленчĕç. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн каялла эпир – Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ, тахçантанпах Шупашкарта пурăнакансем И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕн Олег Викторовăн ĕç пÿлĕмне пухăнтăмăр. Çав йышра – Петр Тепловпа Николай Блинов /Патреккел/, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Валерий Сапожников /Тĕмер/, Чăваш халăх художникĕ Владимир Агеев /Елчĕк/, паллă композитор тата сăвăç Николай Карлин, Чăваш Енĕн пĕрремĕш Президенчĕн Н.В.Федоровăн пулăшуçи Раиса Агеева /Аслă Елчĕк/, Изосим Волков /Хăвăлçырма/, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Ардалион Игнатьев /Ĕнел/, çак йĕркесен авторĕ тата ыттисем те.

Халĕ те лайăх астăватăп: ентешсен хăйне евĕрлĕ пухăвĕнче Валерий Васильевич çапла каланăччĕ:

– Юлашки çулсенче хăш-пĕр районсенчи тĕрлĕ çĕрте ĕçлекен хастар та пултаруллă ертÿçĕсем, сумлă ĕçпе вăрçă ветеранĕсем хăйсен обществăлла пĕрлешĕвне – ентешлĕхне йĕркелесе яма мехел çитерчĕç. Эпир вара мĕнрен кая; Паянах çак ыйтăва татса парассинче пуçару ушкăнне е йĕркелÿ комитетне çирĕплетесчĕ.

Асăннă ларура «Елчĕк ен» ентешлĕх туса хурас тĕлĕшпе йĕркелÿ ушкăнне туса хутăмăр. Унăн пуçлăхĕ пулма Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралса ÿснĕ Олег Викторова, заместителĕсене Валерий Сапожниковпа Изосим Волкова суйларăмăр. Кĕркунне вĕçленеспе университетăн тĕп корпусĕн залĕнче ентешлĕхĕн пирвайхи пысăк пухăвне ирттертĕмĕр. Унта Елчĕк тăрăхĕнчен тухнă вун-вун ăсчах, çыравçăсем, искусствăпа культура ĕçченĕсем, паллă спортсменсем, вăрçăпа ĕç ветеранĕсем пухăнчĕç. Çавăнта тĕп канаш та йĕркеленсе çитрĕ. Ертÿçĕ пулма пурте пĕр саслăн Олег Викторова суйларĕç. 1996 çул пуçламăшĕнче «Елчĕк ен» ентешлĕхĕ» обществăлла организацие Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствинче регистрацилерĕç.

Олег Николаевич пĕрлешĕве 15 çул ытла ăнăçлă ертсе пычĕ. Мĕнле кăна ĕç туса ирттермен пулĕ пирĕн организаци çак тапхăрта! Савăнăçлă пухусемпе каçсем, волейболистсен тата кире пуканĕ йăтакансен уçă турнирĕсем, паллă юбилярсен чыславĕсем, тĕрлĕ сферăри хастарсене патшалăх наградисене илме, калем ăстисене кĕнекесем кăларма, çамрăксен çулсеренхи фестивальне ирттерме пулăшни, районти вĕренÿ учрежденийĕсенче тĕп хулари сывлăх ĕçченĕсем анлă медосмотр йĕркелени… Çĕнĕ ĕмĕр пуçланнăранпа çулла Шупашкар 500 çул тултарнă ятпа хисепленекен паркра /халĕ ăна «Амазони» этнопарк теççĕ/ Комсомольски, Патăрьел, Шăмăршă тата Елчĕк районĕсен ентешлĕхĕсен пĕрлехи асра юлмалли савăнăçлă уяв – Акатуй ирттересси йăлана кĕчĕ. Питĕ пуянччĕ çак праçникăн программи.

Пилĕк çул каялла организацие ертсе пынă О.Викторов тĕрлĕ сăлтава пула хăйĕн «полномочийĕсене» вĕçлессине пĕлтерчĕ. Ун чухне аслă шкулăн пĕр аудиторине 30-40 çын пуçтарăнчĕç. Ентешлĕх тилхепине тытса пыма «Лидер» строительство фирмăн, çавăн пекех «Эльбрус» офисăн ертÿçине А. Лапшина шанчĕç.

Алексей Юрьевич – Раççей спорт мастерĕ, 2017 çулта Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ пулса тăчĕ. Вăл ертсе пынипе Елчĕк районĕн спорт энциклопедине /«Спорт: события и судьбы»/ кăлартăмăр. Çакна пурнăçлама вăл 150 пин тенкĕ укçа парса пулăшрĕ.

Пирĕн организаци республикăри тата хулари тĕрлĕ мероприятие хутшăнать. Вĕсенче кире пуканĕ йăтассипе СССР спорт мастерĕ Юрий Карпов, кĕрешÿçĕ – Раççей спорт мастерĕ Александр Лапшин, полици ветеранĕ Петр Албутов, Николай Баринов уйрăм пайтаçă уйрăмах пултаруллă.

Шел пулин те, юлашки çулсенче пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисене сайра-хутра ирттерме пуçларăмăр. Ĕлĕкхипе танлаштарсан, вĕсене сахалтан та сахал çын хутшăнчĕ. Уявсене е ентешлĕх ларăвĕсене, ятарласа чĕннĕ пулин те, хăшĕ-пĕрисем хутшăнмарĕç.

Паян организацире обществăлла ĕçсенче тапăртатса тăракан вĕри чĕреллĕ ентешсем пулмалла, вĕсем хăйсем хыççăн ыттисене ертсе пыма пултарччăр. Çавнашкал хастарсем – ентешлĕх пуçлăхĕн çумĕсем Юрий Карповпа Николай Баринов, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Зоя Яковлевăпа Тамара Ишмуратова тата ыттисем тăрăшнипе паян Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче 11 сехетре «Елчĕк ен» ентешлĕхĕн 25 çулхи юбилейне ирттерме палăртнă та. Хапăл туса кĕтетпĕр.

П.СИДОРОВ,
ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code