Среда, 29 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышне çĕнĕ çынсене кĕртнĕ

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышне çĕнĕ çынсене кĕртнĕ

Февралĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Олег Николаев Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлама Виктор Александрович Косачева çирĕплетесси çинчен калакан указа алă пуснă. Тата тепĕр указпа Роза Михайловна Лизаковăна Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлама çирĕплетнĕ.

Февралĕн 6-мĕшĕнчи указпа килĕшÿллĕн Иван Борисович Моторина Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕн – экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code