Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юбиляра – медаль

Юбиляра – медаль

Хаçатăн иртнĕ шăматкунхи номерĕнче Энтепере пурăнакан Тихон Табаков вăрçă ветеранĕ çинчен пысăк статья пичетленнĕччĕ.

Халĕ тепĕр хутчен çырма сăлтав тупăнчĕ. Виçĕмкун Тихон Григорьевич 100 çул тултарнă май, ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин саламланă, «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул» юбилей медалĕпе чысланă, Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн Саламне вуласа панă.

Пурнăçăн иккĕмĕш ĕмĕрне ярса пуснă ветеран хăйне аван туять. Вырăнти артистсемпе вăл «Катюша» юрра шăрантарнă, балалайкăпа та вылянă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code