Среда, 21 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Портал урлă

Портал урлă

Тухтăр патне çырăнас тесен малашне Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталне /ПППП/ кĕмелле.

Çĕнĕлĕх мартăн 1-мĕшĕ хыççăн вăя кĕрет. Асăннă портал урлă халĕ те çырăнма пултарнă-ха. Компьютер, планшет-телефон урлă интернета кĕрекенсенчен нумайăшĕ хăнăхнă йăлапа – республикăра йĕркеленĕ электрон регистратурăпа – усă курнă. Малашне вара электрон регистратура урлă çырăнаймăпăр. Тÿрех палăртар: больницăсенчи регистратурăсене çитсе е унта шăнкăравласа, Шупашкарта вара колл-центрсем урлă çырăнма малашне те май килĕ. Тухтăрсем патне тÿлевлĕ йышăнăва каякансем вара электрон регистратурăпа усă курайĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code