Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ял малалла аталанать

Ял малалла аталанать

Ылтăн-кĕмĕлсĕр пурăнма пулать, анчах та шывсăр пĕр кун тăрасси те питĕ хĕн.

Халăха таса шывпа тивĕçтересси çине пуçлăхсем пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хăвăлçырмасем 60 çул каяллах, А.Купташкин колхоз председателĕнче тăрăшнă вăхăтрах, шыв пăрăхĕпе усă курма пуçланă. Иртнĕ çул вара Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕн пуçарăвĕпе, ял халăхĕнчен укçа-тенкĕ пуçтарса 120 метр тăршшĕ пăрăха улăштарма пултартăмăр. Ку ĕçре ял старостин Павел Дмитриевăн, шыв уçлас ĕçре тăрăшакан Николай Кирилловăн, Станислав Чернов пенсионерăн тата ыттисен тÿпи пысăк пулчĕ.

Çак кунсенче пирĕн касра пăрăх шăтрĕ. Маларах асăннă ялти хастарсем тата Герольд Парамонов тăрăшнипе кăлтăка кĕске вăхăтра пĕтерсе пире шывлă та турĕç.

Сăмах май, хастарлăхне тата тăрăшулăхне, çынна пулăшма хатĕррине кура П.Дмитриева староста пулма суйлани питĕ тĕрĕс йышăну. Вăл халăх ыйтăвне тивĕçлипе татса парас тесе пур вăйне хурса ĕçлет. Ялта халĕ çĕнĕ масар тăвас ыйту çивĕч тăрать. Иртнĕ кĕркунне халăхпа масар çинче темиçе кун ĕçленине, йывăçсене касса тирпейленине, кивĕ картасене сÿтнине палăртмалла. Ку ĕçре те Павел Вениаминович пысăк пуçарулăхпа палăрчĕ. Çакăн евĕр хастар çынсем пулсан ял пурăнать, малалла аталанать.

И.ВОЛКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code