Вторник, 16 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ÿркенмен ăста пулнă

Ÿркенмен ăста пулнă

Тăрăшуллă, теветкеллĕ çын кирек хăш лару-тăрура та икĕ алла пĕр ĕç тупатех. Елчĕкре пурăнакан Егор Михайлович Васильев уйрăм предприниматель тĕслĕхĕ те çакнах çирĕплетет.

Ÿркенмен, йывăрлăхсенчен хăраман Егор «Пятерочка» суту-илÿ çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче тĕрлĕ косметика сĕнекен, ача-пăчапа çитĕннисем валли илемлĕ, мĕн пур вырăнта тупса илме те çук çи-пуçпа ытти илĕртуллĕ таварсемпе сутă тăвакан кĕтес уçнă. Çавна май лавккана тăтăш çÿреме юратакансенчен чылайăшĕ халĕ кунта пахалăхлă таварсемпе тивĕçтернине лайăх пĕлеççĕ.

…Çÿпçипе хупăлчи, тейĕнех. Егор мăшăр пулма та хăй пекех мал ĕмĕтлĕ, теветкеллĕ пикене суйласа илнĕ. Алена анлă тавракурăмлă, тавар туянакансен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме пĕлнисĕр пуçне, аллисем те ылтăн унăн. Çĕвĕ çĕлеме ларсан çĕвви те шăрçа пек пулать. Турă панă пултарулăх! Чунра-юнра упранакан çак ăсталăха малалла аталантарассишĕн çирĕп тăни, малашлăха курса ăнтăлни Васильевсене чÿрече каррисем, вĕсене çĕлесе те сутакан «Уют» салон уçма хистенĕ. Кунта чÿрече карри çĕлемелли чĕнтер-пусма темĕн тĕрли те пур, хăшне суйласа илмеллине пĕлме çук. Пурте куçа илĕртеççĕ. Илеме чун-чĕрипе туякан Алена вара ку чухне кирек кама та кил-çуртри интерьерпа килĕшÿллĕ чÿрече карри сĕнме пултарасран иккĕленмелли çук. Вĕсене ăçтан килнĕ унтан кÿрсе килмен. Кунти 100 ытла тĕрлĕ тюль-пусмана хальхи вăхăтра шанчăклă тавар туса кăларакан Турци çĕршывĕнчен кÿрсе килнине çирĕплетет уйрăм предприниматель. Кунти хаксем те ытлашши «çыртнăн» туйăнмаççĕ. Çавăнпа «Уют» салонра малашне чÿрече карри валли тюль-пусма туянас е вĕсене кунтах çĕлеттерес кăмăллă кил хуçи хĕрарăмĕсем ытларах пуласси паллах.

Тĕрлĕ анлăш, тăршшĕ жалюзи йышши, рулонлă чÿрече каррисем, алăк е чÿрече каррисене тытса тăракан карниз кирлĕ-и? Вĕсем те темĕн тĕрли те пур. Унсăр пуçне, арендăна илнĕ самай анлă çак залра килте усă курмалли ытти пусма-тавар та – вырăн, сĕтел-пукан çивиттийĕ, тĕрлĕрен комплектсем, кĕпе-сорочка… тата ыт. те пит нумай.

Предприниматель пуласси – кăткăс ĕç. Çаврăнăçуллă, йывăрлăхсенчен хăраман, ялан шыравра пулма хăнăхса пыракан Егор Васильев «Пятерочка» лавккарах чĕрĕ тата чÿлмекри чечексем сутма та ÿркенсе тăмасть. Тĕрлĕрен паллă самантсемпе çыхăннă – çуралнă кун, юбилей е ытти уявсенче пушшех, вĕсене черет тăрса туянасси халĕ ялсенче те çирĕп йăлана кĕрсе пырать. Кĕçех, акă, мартăн 8-мĕшĕ çитет. Пурте чăтăмсăррăн кĕтекен çак уяв валли те уйрăм предприниматель чи хитре чечексем кÿрсе килме, çапла майпа районта пурăнакан хĕрарăмсен чун-чĕрине ăшăтма, савăнăç парнелеме ĕмĕтленет. Кирлĕ пулсан, вĕсене саккаспа вырăна çитерсе пама та пултарать.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code