Понедельник, 14 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Чăвашсем – лайăх салтаксем!»

«Чăвашсем – лайăх салтаксем!»

Тăрăм ялĕнчи Игнат Тихоновичпа Васса Ильинична Тихоновсен çемйинче 1938 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче ывăл ача çуралнă. Çĕнĕ кайăка мăшăр Виталий ят панă.

Игнат Тихонович таврара ăста столяр, платник пулнипе палăрнă. Хăй ĕмĕрĕнче миçе çĕнĕ çурт, карта-хуралтă çĕкленĕ-ши? Шутне хăй те çухатнă пуль.

Виталий те пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Тăрăм шкулĕнчен вĕренсе тухсан малалла пĕлĕвне Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта ÿстернĕ.

Ачаранах çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ çамрăк шкул хыççăн 1956 çулта Вольск хулинчи пĕрремĕш çар авиацин техника училищине вĕренме кĕрет. 1959 çулта ятарлă техникăна пăхса ĕçлеттерекен техник-механик квалификацине алла илсе унтан лейтенант званипе вĕренсе тухать. Каласа хăвармалла, çав çулсенче стратегиллĕ ракета çарĕ ?РВСН/ валли офицер-специалистсене çар авиаци училищинче вĕрентнĕ.

В.Тихонов 1959-1964 çулсенче Беларусьри Лида хулинче çар тивĕçне пурнăçланă. 1964 çулта пултаруллă офицера Ленинградри А.Ф.Можайский ячĕпе хисепленекен Хĕрлĕ Ялавлă çар инженери академине вĕренме яраççĕ. 1969 çулта академирен ăнăçлă вĕренсе тухсан инженер-механик квалификацине алла илет вăл. Виталий Игнатьевич Тăрăм ялĕнче çар академине вĕренсе пĕтернĕ пĕрремĕш çын. 1969-1982 çулсенче Оренбург облаçĕнчи Ясный хулинче хĕсметре тăнă. Эпĕ те, çак йĕркесен авторĕ, вăл хуларах РВСН дивизинче 1999 çулччен хĕсметре тăтăм. Виталий Игнатьевичпа пĕрремĕш хут тĕл пулни асрах. Дивизине килсен пĕр эрнерен ĕç хыççăн ракета базинчен тухнă чухне ман пата вăтам пÿллĕ майор пырса тăчĕ.

– Прапорщик юлташ, эсир ăçта çуралса ÿснĕ? Тен, эпир ентешсем? – тесе ыйтрĕ.

– Чăваш Республикинчен, – хуравлатăп.

– Хăш районтан?

– Елчĕк районĕнчен.

– Хăш ялтан;

– Тăрăмран.

«Витя тете ку», – шухăшласа илтĕм ăшра.

Аллипе ман аллăма хыттăн чăмăртарĕ хайхи.

– Сывлăх сунатăп, Саша Сорокин! – терĕ.

Ăна ман пирки Шăмалак çынни Дмитрий Леонидович Николаев прапорщик каласа панă иккен. Вăл дивизине манран маларах килнĕ, унпа эпир пĕр общежитинче пурăнаттăмăрччĕ.

Çав кун Витя тетепе çур çĕр çитиччен пĕрле калаçса лартăмăр. Мăшăрĕ Людмила Петровна /Шăмалак хĕрĕ пулнă, хĕр чухнехи хушамачĕ – Зайцева/ та ăш пиллĕ, тарават хĕрарăмччĕ.

Тихоновсем икĕ хĕр пăхса ÿстернĕ. Алевтина Çĕрпÿ, Юля Шупашкар хулинче пурăнаççĕ.

Виталий Игнатьевич ăс вĕрентсе вырăсла çапла калатчĕ: «Держи марку!». Кайран вара хушса хуратчĕ: «Чăвашсем яланах лайăх салтаксем пулнă, пулмалла та!».

Ракетăсен базинче аслă лейтенантран пуçласа майор званине иличчен ĕçленĕ пирĕн ентеш. Регламент ушкăнĕн командирĕнчен Виталий Игнатьевича çар объекчĕсене тунă вырăна çар представителĕн ĕçне пурнăçлама куçараççĕ /военная приемка/. Юлашкинчен Витя тете ракетăсем валли топливо упрамалли хранилище тунă çĕрте ĕçленĕ. Шел, пенсие кайма çур çул та юлманччĕ, инфаркта пула пурнăçран уйрăлчĕ. Витя тетене тăван ене илсе килсе Тăрăм ялĕн масарне пытарчĕç, унпа сыв пуллашма офицерсен клубне дивизин пĕтĕм личный составĕ пынăччĕ. Ракетăсен базин командирĕ – П.Поляруш полковник /Витя тетепе академинче пĕрле вĕреннĕ/ топливо хранилищи çине кăтартса: «Çак объект Виталий Игнатьевичăн палăкĕ ĕнтĕ», – тенĕччĕ.

Тихоновсен йăхĕнчен /тен, Виталий Игнатьевичăн пилĕпе/ тата 2 çамрăк офицер пулма кăмăл тунă. Витя тетен ашшĕпе – Йăкăнатпа пĕр тăван Хветĕрĕн Михаил ятлă ачин икĕ ывăлĕ /Александрпа Владимир/ хальхи вăхăтра çарта офицер тивĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Аслă ывăлĕ, Дмитрий, Шупашкарта предприниматель пулса ĕçлет. Вăталăххи, Александр, Елчĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухсан 2000-2005 çулсенче Хусанти артиллери училищинче вĕреннĕ. Тĕрлĕ вырăнта ĕçленĕ хыççăн офицера Çурçĕр Кавказра тăракан бригада командирĕн çумĕ пулма шанаççĕ. Вăл Сиринчи вăрçа хутшăнать, йывăр аманса госпитальте сипленет.

2017-2019 çулсенче Санкт-Петербургри Михайлов ячĕллĕ артиллери академинче вĕренсе ăсталăхне ÿстернĕ. Хальхи вăхăтра А.Тихонов полковник Çурçĕр Кавказра артиллери бригадин командирĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Александр Михайловича çĕршыв тивĕçлипе хисеп туса «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн», Хăюлăхшăн орденсемпе наградăланă.

Михаилăн кĕçĕн ывăлĕ Владимир шкул хыççăн Екатеринбург хулинчи артиллери училищинче вĕреннĕ. Буденновск хули çывăхĕнче самоходнăй артиллеринче взвод командирĕ, 2016 çулта «Град» дивизионăн штаб начальникĕ, 2019 çулта Владикавказра артиллери дивизионĕн командирĕ пулнă. В.Тихонов майора терроризма хирĕç кĕрешнĕшĕн тата çапăçусенче палăрнăшăн пĕрре анчах мар чысланă.

Тихоновсен йăхĕнче тĕнче, СССР спорт мастерĕсем, спорт мастерĕн 2 кандидачĕ пуррине те палăртас килет.

А.СОРОКИН,
отставкăри прапорщик.

Сăн ÿкерчĕкре: Виталий Игнатьев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code