Понедельник, 9 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Тăван чĕлхе – ахах-мерчен

Тăван чĕлхе – ахах-мерчен

Кашни учитель – хăйне евĕр тĕпчевçĕ. Уроксене тухăçлăрах ирттерме, яланах творчествăлла ĕçлеме ăнтăлать.

Эпĕ те вĕрентĕве кăсăклăрах, илĕртÿллĕрех йĕркелес тесе тăрăшатăп. Уроксенче çеç мар, ун тулашĕнче те. Учителĕн ачан пултарулăхне вăхăтра асăрхаса малалла аталантарма пĕлмелле. Талантлă ачасемпе ĕçлеме план тунă чухне çавна шута илетĕп те ĕнтĕ, кашнине уйрăмшарăн çул уçатăп. Çак тĕллеве малтанах палăртса хунă йĕрке тăрăх тĕллевлĕн, системăллă туса пырас пулать. Унсăр пуçне класс тулашĕнче ирттерекен мероприятисене урокра вĕреннипе çыхăнтарса пымалла. Тĕп занятисем хыççăн ачасене тĕрлĕ ĕçе, конкурса явăçтарассипе тимлетĕп те. Пĕрремĕш класранах туса пыратăп çакна. Чи малтан вĕренекенсен ăс-тăн пуянлăхне, тимлĕхне аталантарассипе ĕçлетĕп. Ытларах мăшăррăн, ушкăнпа ĕçлеттерме, вăйăсем выляттарса калаçтарма талпăнатăп. Тăтăш калаçу юхăмĕ вара темăна-ыйтăва лайăхрах, хăвăртрах астуса юлма май парать. Çĕнĕ стандарта куçнă май электрон вĕренÿ пособийĕсемпе анлă усă куратăп, ачасене хăйсене ытларах «тарлама» хистетĕп.

«Чăваш чĕлхи – ăс-тăн чечекĕ», «Чĕлхе пĕтсен халăх та пĕтет», – тенĕ Г.Волков академик. Çавăнпа чĕлхе урлă чăвашлăха аталантарассине, пĕчĕкскерсене тăван чĕлхепе тĕрĕс те илемлĕ çырма тата пуплеме вĕрентессине, халăх ăс-хакăл туприпе май килнĕ таран туллинрех паллаштарассине мала хуратăп.

Чăваш чĕлхипе литература вулавĕн тапхăрĕсенче, кружокра кашни ачапа уйрăмшарăн словарь ĕçĕсем йĕркелетĕп, тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ сăмахсемпе /омонимсемпе, синонимсемпе, антонимсемпе…/ ирĕклĕн усă курма хăнăхтаратăп, предложенисене тĕрĕс йĕркелеме вĕрентсе хайлавсенчи тĕрлĕ илемлĕх мелĕсене асăрхама тата кулленхи хутшăнура сăнарлă чĕлхепе усă курма вĕрентсе пыратăп. Çавна май ачасене хăйсене словарьпе туслаштаратăп. Произведенири пĕр-пĕр йывăр сăмаха е сăмах çаврăнăшне хăйсем тĕллĕн тупса палăртни хăй тĕллĕнлĕхе уçăмлатассинче те аван. Уйрăмах куçару, фразеологи словарĕсемпе ĕçлени тухăçлă. Пирваях çыравçăсем усă куракан сăнлăхсене курма вĕрентетĕп, унтан ачасене хăйсене сăнарлă ÿкерчĕксем тума вĕрентсе пыратăп. Юлташна, аннÿне, кушака, çуллахи улăха, улăхри чечексене, хумханакан курăка сăнласа параççĕ вĕсем. Çапла майпа ачасен пуплевне синонимлă, антонимлă сăмахсемпе анлăлатса пыратăп…

Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать, мĕншĕн тесен ăна вăл нумай ĕмĕрсем тăршшĕнче тĕрлĕ йывăрлăх тÿссе аталантарса пынă, хăй ăс-тăнĕпе кăмăлĕн уççи туса çитĕнтернĕ. Этем тени тăван амăш, тăван халăх чĕлхисĕр йĕркеллĕ, пур енлĕ аталанаймасть. Тăван чĕлхе пуянлăхне аван пĕлекен çын ытти чĕлхене те хăвăртрах алла илет. И.Яковлев «Икĕ чĕлхе – икĕ ăс, виçĕ чĕлхе – виçĕ ăс» тени çакна çирĕплетниех.

Пирĕн чĕлхемĕр тĕлĕнмелле пуян. Мĕн чухлĕ ваттисен сăмахĕ, каларăш, ытарлă сăмах… Вăл тата мĕн тери çепĕç! Ăна пире атте-анне парнеленĕ. Эпир унпа мухтанма тивĕç. Тăван чĕлхемĕр пире çÿлелле çĕклет, малашлăха йыхăрать. «Чĕлхе – халăх мулĕ» – тенĕ ĕлĕкех. Унра илемлĕх, савăнăç, киленÿ.

Тепĕр чухне ялсенчи ачасем вырăсла пуплеççĕ, пĕчĕкрен чăвашла калаçма манса пыраççĕ. Эпĕ ертсе пыракан 4 «б» класс ачисем пирки апла каламан пулăттăм. Чĕлхемĕре чăннипех юратса вĕренеççĕ вĕсем. Уроксенче хастар. Çакна районта ирттернĕ ăс-хакăл вăййинче те лайăх кăтартса пачĕç. Уйрăмах Юля Карпова, Ангелина Петухова, Даша Петрова, Ульяна Иванова, Даша Антонова, Карина Филиппова, Андрей Долгов палăрса тăраççĕ. Юльăпа Ангелина вара республика шайĕнче чăваш чĕлхипе литература вулавĕпе 2-мĕш вырăн йышăнчĕç. Ман шутпа, вĕсене чăвашла лайăх пĕлме çемьере кашниех тăван чĕлхепе тĕрĕс калаçни пулăшать пулĕ. Сăмах май каласан, класра пултаруллă вĕренекенсем тата пур. Районтах ăс-хакăл конкурсĕнче Егор Григорьев математика, Ирина Беляева тăван тавралăх предмечĕсемпе çĕнтерчĕç.

Шухăшăм вĕçĕнче ахах-мерченĕн янăракан чĕлхемĕр пирки çапла калас килет: «Чăваш чĕлхи пулнă, пур, пулать те». «Кам «çук» тет, ун чунĕ чăлах».

Л.МАРКОВА,
Елчĕкри вăтам шкул.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code