Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕрĕсленмен вăкăрпа пĕтĕлентерме юрамасть

Тĕрĕсленмен вăкăрпа пĕтĕлентерме юрамасть

Ĕнене искусствăлла майпа пĕтĕлентерме республикăра XX ĕмĕртех пуçланă. Çак мел пурнăçа йывăррăн кĕрсе пынă.

Сăлтавĕ вăкăр вăрлăхне илме инçете çÿреме тивнипе тата осеменаторсем çитменнипе çыхăннă. Вăхăт иртсе пынă май наука çĕнтернĕ-çĕнтернех! Искусствăлла меслетпе пĕтĕлентерни выльăха чир-чĕртен хÿтĕлеме, хĕсĕр ĕнесен йышне чакарма май панине пурте ăнланнă. Ку çĕнĕлĕх отрасле хăйне евĕрлĕ «революци» тума пулăшнă, XIX ĕмĕртипе танлаштарсан, выльăхран ытларах продукци туса илме тытăннă.

Хальхи вăхăтра ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентермелли пунктсем – ветеринари учрежденийĕсенче /3/, ял хуçалăх предприятийĕсенче /10/, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче /4/, ял тăрăхĕсен çумĕнче /3/ шутланаççĕ. 2019 çулта вĕсенче 5796 ĕнене искусствăлла майпа пĕтĕлентернĕ.

Ĕнене вăкăрпа пĕтĕлентернĕ чухне вара уйрăмах асăрхануллă пуласси пирки тăтăшах сăмах хускатма тивет. Ку чухне чи кирли – сывă вăкăрпа усă курасси. Çакăнтан асăрханмалла: вĕсем бруцеллезпа, туберкулезпа, лептоспирозпа, инфекциллĕ ринотрахеитпа, лейкозпа, трихомонозпа, кампилобактериозпа, вируслă диарейăпа, псевдомонозпа тата ытти амакпа ан чирлеччĕр. Сыхланмасан пĕр вăкăр пĕтĕм ял ĕнине чир ертме пултарать. Ун пек лару-тăру килсе ан тухтăр тесен вăкăрсене ветспециалистсене çулталăкра икĕ хутчен тĕрĕслеттермелле. Анализ илсе тĕпчемен вăкăрпа ĕнене пĕтĕлентерме юрамасть. Çакăншăн хуçасем яваплă пулса тăма тивĕçлĕ.

Апла пулин те юлашки çулсенче нумай çын хăйсен ĕнисене искусствăлла майпа пĕтĕлентерме тăрăшать. Хальхи вăхăтра асăннă пулăшу ĕçĕсемпе Елчĕкри ветстанцире, Курнавăшри лечебницăра тата Кĕçĕн Таяпари участокра тивĕçтереççĕ. Тĕплĕнрех 2-56-42 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.

И.МАКАРОВА,
районти ветстанцин ветеринари тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code