Вторник, 31 января, 2023   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Историри паллă пулăмсем

Историри паллă пулăмсем

Яла 1580-1630 çулсенче Вăрмар районĕнчи Аслă Шăхаль вулăсĕнчи Чураел ялĕн çыннисем пуçарса янă.

XVII ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче ялăн хĕвел анăç енче масар уçнă. Вăл 1763 çулччен ĕçленĕ. Вил тăпри-йĕсем çине хĕрессем лартман, пысăк чулсем хунă. Каярахпа тата виçĕ масар уçнă. Хальхи, Тĕмере каякан çулăн сылтăм енчи, пиллĕкмĕш шутланать.

1710 çулта ялта 13 кил пулнă.

1721 çулта 17 кил, 64 çын, 1797 çулта 25 хуçалăхра 179 çын пурăннă.

1812 çулхи Отечествăлла вăрçа ялти арçынсем те хутшăннă, 12 салтак арăмĕ тăлăха тăрса юлнă.

1897 çулхи Пĕтĕм Раççейри перепиç тăрăх ялта 55 кил шутланнă, пурĕ 340 çын ?157 арçын, 183 хĕрарăм/ пурăннă.

1909 çулта ялти пĕрремĕш учитель В.Ларионов çуралнă.

1922 çулта хресчен килĕнче пуçламăш шкул уçăлнă.

1926-1930 çулсенче ялта 80 хуçалăх шутланнă. 437 çын пурăннă, 606 гектар çĕр пулнă.

1928 çулхи апрелĕн 4-мĕшĕнче пĕрлешÿллĕ хуçалăх йĕркеленнĕ. Ăна «Ново-Чурино» ят панă. Пĕрремĕш председатель – П.Ильин.

1932-1933 çулсенче колхоза малтанхи плугсем, тырă вырмалли жнейкăсем илсе килнĕ. М.Смолин, А.Смолин, В.Смолин, В.Баранов пĕрремĕш трактористсем пулнă.

1934 çулта МТСран кăкарса çÿрекен комбайн илсе килнĕ. Унпа ялти пĕрремĕш комбайнерсем – Алексейпе Всеволод Павловсем ĕçленĕ.

1936 çулта 76 хуçалăх шутланнă, 584 гектар çĕр пулнă.

1936 çулта пуян Тякка çуртĕнче трахпункт ĕçлеме пуçланă. Унта В.Германов тăрăшнă.

1940 çулта колхозра 21 плуг, 3 сеялка, 6 жнейка, 3 молотилка, 1 веялка пулнă. Колхозниксем Тĕмере каякан çул хĕррине, сăрт çине çил арманĕ туса лартнă.

1941-1945 çулсенче вăрçа 116 çын хутшăннă. Вĕсенчен 51-шĕ пуçĕсене хунă.

1945 çулта «Н.Чурино» колхозра 98 уйрăм хуçалăх шутланнă, 412 çын пурăннă, вĕсен 617 гектар çĕр пулнă.

1951 çулта тăватă ялти пилĕк колхоза пĕрлештерсе И.Мичурин ячĕллĕ колхоз туса хунă. П.Бурмистров фронтовика председателе суйланă.

1956 çулта Аслă Шăхальпе Çĕнĕ Пăва ялĕсене пĕрлештерсе Кĕçĕн Пăла урлă кĕпер хывнă. Çак çулах çуртсене радио кĕртнĕ.

1960 çулта ялта электричество лампочкисем çутма пуçланă.

1961 çулта колхозниксем 10 гектар çинче панулми, чие, хурлăхан, крыжовник тĕмĕсем лартнă. Çак ĕçе М.Трофимов ертсе пынă. Каярахпа садра утар, хăмла плантацийĕ ĕрчетнĕ.

1964 çулта П.Жаров çемйинче телевизор курма пуçланă.

1965 çулта Л.Арланова Çĕнĕ Пăвари вăтам шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă.

1967 çулта Е.Ертмаковăна 10 ача çуратса ÿстернĕшĕн СССР Верховнăй Совет Президиумĕ «Ача амăшĕ героиня» орден парса чыс тунă.

1968 çулта А.Смолин техника наукисен кандидачĕ пулса тăнă.

1969 çулта 109 килте 557 çын пурăннă.

1971 çулта ялти чи ватă çын – 101 çулхи Е.Смолина вилнĕ.

1984 çулта райпо лавкки уçăлнă.

1987 çулта «Урожай» колхоз бригадирĕ В.Васильев «Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят илнĕ.

1989 çулхи перепиç тăрăх ялта 370 çын пурăннă.

2003 çулта ял çыннисем çурчĕсене газпа хутса ăшăтма пуçланă.

2006 çулта аслă урама асфальт сарнă.

2007 çулта 115 çурт шутланнă, 301 çын пурăннă.

2009 çулта А.Павлова /Ефимова/ педагогика наукисен кандидачĕн ятне тивĕçнĕ.

2014 çулта И.Ананьева штанга йăтас енĕпе «Раççей спорт мастерĕ» ята илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code