Понедельник, 14 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕсен ачалăхĕ – кĕнекере

Вĕсен ачалăхĕ – кĕнекере

Шăмалак ялĕнче çепĕç кăмăл-туйăмлă çынсем пурăнаççĕ. Ĕçре та маттур, вăйă-кулăра та сатур. Ытларах, паллах, хĕрарăмсем – вăрçă ачисем. Вĕсем каласа панă тăрăх пĕлетпĕр-çке эпир иртнĕ вăрçăн йывăр саманчĕсене.

Сăн ÿкерчĕкри вăрçă ачисем – Зоя Чернова, Зоя Кулакова, Елена Чернова – вулавăш тусĕсем. Вĕсем нумаях пулмасть пичетленсе тухнă вăрçă ачисен шăписем тăрăх çырса хатĕрленĕ хайлавсен пуххипе паллашаççĕ. Ку хутĕнче Венера Усанова библиотекарь, «Вăрçăпа суранланнă ачасем» номинацире çĕнтерсе, кĕнеке кăларнă çĕре хутшăннă. Халĕ ĕнтĕ ял çыннисем Анатолий Михайловичпа Елена Николаевна Черновсен вăрçă вăхăтĕнчи йывăр шăпи пирки кĕнекере пичетленнĕ хайлава вуласа пĕлме пултараççĕ.

Раççей шайĕпе çулсерен иртекен «Çĕнтерÿ Паттăрĕсем» конкурса хутшăнма пулăшнăшăн «Елчĕк ен» хаçат ĕçченĕсене тав тăватăп.

В.УСАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code