Среда, 21 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Килтен тухар мар!

Килтен тухар мар!

Пĕр телепередача та коронавирус инфекцийĕ пирки калаçмасăр иртмест те паян – хăрушлăх çав тери пысăк пулнине чăннипех ăнланса илетĕн. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин халăха чĕнсе калани те çакнах çирĕплетет.

Чăваш Енре те пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнчен ятарлă режим туса хунă. Халĕ, акă, карантин палăртнă май, тимлĕхе пушшех ÿстермелле. Кану эрни те туса пачĕç. Анчах вăл ĕçе кăна мар, ытти çĕре сăлтавсăрах тухса çÿремелли марри çинчен те калать вĕт. Çакă ватăсене çеç мар, ачасемпе çамрăксене те тÿртен пырса тивет. Вирусран хÿтĕленес, ăна сарăлма парас мар тесен килтен тухар мар! Унтан лайăх «эмел» çук ку тĕлĕшпе. Хуçалăхра тумалли е ал ĕçĕ çук-и; Мăнкуна хатĕрленсе пурнăçламалли ĕçсем те пайтах. Килтех кĕлĕ тума та май тупăнать.

Паллах, ятарлă режима пурте ăс-тăна хывсан, йĕркене çирĕп пăхăнсан кăна хăрушă инфекцие çĕнтерĕпĕр.

Пурте килте пулар!

Зинаида ПОРТНОВА,
Аслă Пăла Тимешри ветерансен канашĕн председателĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code