Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн апрелĕн 6-мĕшĕнчен шкулсем, техникумсемпе колледжсем ятарлă хушу париччен дистанциллĕ майпа вĕренĕве малалла тăсаççĕ.
Хисеплĕ вĕрентекенсем, вĕренекенсем тата ашшĕ-амăшĕ! Хăвăра тата çывăх çыннăрсене упрăр. Килте вăхăта усăллă ирттерĕр, хăвăр пĕлĕвĕре ÿстерĕр. Мал ĕмĕтлĕ пулса вĕренÿ тытăмĕн вырăнти мелĕсемпе анлăн усă курăр.