Среда, 21 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Типĕ курăка ан çунтарăр

Типĕ курăка ан çунтарăр

Çурхи тапхăр пуçланнă май кашниех хăйĕн кил-çурт, хуçалăх таврашне тирпей-илем кĕртессипе тимлет.

Экологи тĕлĕшĕнчи тăнăçлă лару-тăру пĕтĕмпех хамăршăн, паллах. Анчах ырă пулăм тепĕр чухне инкек патне те илсе çитерме пултарать. Асăрханă-тăр типнĕ курăка çунтаракансем епле тăрмашнине. Кирлĕ ĕç тăватпăр теççĕ пулĕ те, çакă вара, уйрăмах çиллĕ кунсенче, пушар пулас хăрушлăх кăларса тăратать.

Типнĕ курăка е çÿп-çапа пачах çунтарма юрамасть! Унашкал тĕслĕхсене пушар шутне кĕртсе регистрацилеççĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнчи 142-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн регионта пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăм режимне туса хунă. Паянтан пуçласа вăрмансене кĕме тата кăвайт чĕртме, хытă каяшсене çунтарма юрамасть.

Ятарлă тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене пăхăнманнисене административлă штраф кĕтет: уйрăм граждансене 2 пин тенкĕрен пуçласа 4 пин тенкĕ таран, должноçри çынсене 15000-30000 тенкĕ таран, уйрăм пайтаçăсене 30000-40000 тенкĕ таран, юридици сăпачĕсене 200 пинтен пуçласа 400 пин тенкĕ таран.

Вут-кăвартан сыхă тăрар. Кăткăс лару-тăрура 01, 112, 101 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравлăр.

А.САЙКИН,
пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ – патшалăх тĕп инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code