Вторник, 25 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ман тĕнче пуçланать çакăнтан…

Ман тĕнче пуçланать çакăнтан…

Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ 10 яла пĕрлештерет. Вĕсенчен пĕри – Çĕнĕ Арланкасси. Кунта 66 хуçалăх шутланса тăрать. Хальхи вăхăтра 100 çын пурăнать.

Çĕнĕ Арланкасси ялĕ пирки пуçласа «Атлас Буинского уезда» документра 1808 çулта асăннă. Унта икĕ Арланкассине те ÿкерсе кăтартнă. Пĕри Энтепе ялĕн кăнтăр, тепри хĕвел анăç енче, икĕ çухрăмра вырнаçнă. Çапла вара Çĕнĕ Арланкасси Энтепе юнашар лариччен хăйĕн вырăнне икĕ хут улăштарни курăнать. Анчах та ку виç кĕтеслĕхре Çĕнĕ Арланкасси çыннисем нумаях пурăнман тесе каласа паратчĕç Венюк тетепе атте. Инçех мар вырнаçнă Сăрьел тутарĕсем яла пыра-пыра хăратнă пирки вĕсем вырăна улăштарма шутланă. Черетлĕ вырăна Энтепе ялĕнчен пĕр çухрăм кăнтăрарах «Кашкăр вар» текен çырман кăнтăр енне суйласа илнĕ.

Кунта хутăш вăрман, ытларах юмансем ÿснĕ. Çĕнĕ çĕрте вăрман касса çуртсем, хуралтăсем туса лартнă. Тырă-пулă акса тума вăрман кăкласа уçланкăсем йĕркеленĕ. Хăшĕ юмансенчен çунасем ăсталанă, вĕсене сутлăх та хатĕрленĕ. Çăка хуппинчен пушăт явнă, мунчала хатĕрленĕ. Ку вырăнта ял чылай вăхăт ларнă. Çапах та вăхăт иртнĕ май ял вырăнне тепĕр хут улăштарса Энтепе ялĕ çумнех, унăн кăнтăр енне куçнă. Çапла вара 1808 çул тĕлне Çĕнĕ Арланкасси ялĕ хальхи вырăнта вырнаçнă. Паян эпир ĕлĕкхине «кив çурт» тетпĕр. Унта халĕ те тĕп сакай шăтăкĕсем сыхланса юлнă.

Питĕ тĕплĕн, васкамасăр куçса ларнă Çĕнĕ Арланкасси чăвашĕсем çĕнĕ вырăна. Малтанах Энтепе ялĕн кăнтăр енче ятсăр çырма тăрăх урам йĕркеленнĕ. Вăл хальхи клуб патĕнчен пуçласа Кашкăр варнех тăсăлнă. Анчах та Çĕмĕрт çырми урам тĕлне çурса çитсен хăшĕ-пĕрин çурчĕсене куçарма тивнĕ. Çапла вара иккĕмĕш урам йĕркеленнĕ. Ку ĕç 1900 çулсенче пулса иртнĕ. Çĕмĕрт касси кĕске вăхăтрах тăсăлса ÿссе кайнă. Çавăнпах 1928 çулта виççĕмĕш урам – Çĕнĕ кас – чăмăртанма пуçланă.

1808 çулта Çĕнĕ Арланкасси ялне карта çине ÿкерсе кăтартнă пулсан та список йĕркеленĕ чухне икĕ ял çыннисене пурпĕрех пĕрлех çырнă. Акă, 1859 çулта икĕ ялта 30 кил, 133 арçын тата 144 хĕрарăм, 1870 çулта 38 кил, 229 çын пурăннă. 1884 çулта тин Çĕнĕ Арланкасси ялне тата унăн çыннисене уйрăм списока кĕртнĕ. Унта 26 кил, 93 арçынпа 102 хĕрарăм тесе палăртнă. 1897 çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнин статистика комитечĕ çирĕплетнĕ списокра Çĕнĕ Арланкассинче 30 кил, 83 арçын, 77 хĕрарăм пурăннине палăртнă.

Архив материалĕсем тăрăх ялта малтанласа 10 çемье пурăнни паллă: Егор Михайлов /1717-1770/, Степан Захаров /1707-1763/, Андрей Ефремов /1731 — …/, Иван Петров /1743 — …/, Алексей Захаров /1716 -…/, Иван Андреев /1727- …/, Иван Михайлов /1737- …/, Сидор Тимофеев /1742- …/, Федор Богданов /1746- …/, Егор Степанов /1763 — …/.

Чăн ĕрчевлĕ йăх Егор Михайловăн пулнă. Унăн мăнукĕн Ĕçтинĕн /Константин/ 10 ача: 8 ывăл та 2 хĕр пулнă. Пĕр ывăлĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ, тепĕрне салтака илнĕ. Халăх хушшинче Кушкă пуянĕ 6 пурсуй йыттипе, Ĕçтин ултă ывăлĕпе мухтаннă тени тăрса юлнă.

Ялта сахал çынлă эртелсене пуçтарса пухнă йăх та пур. Унта Исаевсем, Мамайкинсем, Васильевсем, Павловсем кĕреççĕ.

1912 çулччен пирĕн ялăн масар та пулман. Вилнĕ çынсене Кушкă масарне пытарнă. 1912 çулта тин ăна тума çĕр касса панă. Çĕнĕ масара пуçласа Матвей Артемьева пытарнă. Унăн вил тăприйĕ çине кинĕ хурăн лартса хăварнă. 1963 çулччен çак йывăç масарти пĕртен-пĕр йывăçчĕ. Ун хыççăн эпир, шкул ачисем, сăваплă вырăн йĕри-тавра тĕрлĕ тĕмсем лартса хăвартăмăр, аслисем решетке тытса çавăрчĕç. Халĕ ăна сеткăпа улăштарнă. Ял халăхĕ паян сăваплă вырăна тирпейлĕ тытса тăма тăрăшать.

Хальхи вăхăтра Клуб, Çĕмĕрткасси тата Çĕнĕ кас урамĕсене вак чул сарса çирĕплетнĕ. Яла район центрĕпе çыхăнтарса асфальтлă çул сарнă. Унччен Шупашкара кайса килме автобус маршручĕ те уçăлнăччĕ. Халĕ ун çинчен аса илмелли кăна юлнă.

Пушă вăхăта усăллă ирттерме Энтепере клуб, библиотека пур. Куллен кирлĕ таварсем сутакан лавкка та ăнăçлă ĕçлет. Фельдшерпа акушер пункчĕн фельдшерĕ ял халăхĕн сывлăхĕшĕн тăрăшать, профилактика мероприятийĕсене туллин пурнăçлать.

Мăнаçланатпăр вĕсемпе

Тăван ялăм пысăк мар пулин те, унăн çыннисем чун-кăмăлĕпе пуян, ĕçĕпе патвар. Хаклă çĕр-аннемĕр çинче çуралса ÿснĕ ентешĕмĕрсем хушшинче тĕрлĕ сферăра ĕçлесе мухтава тивĕçнĕ çынсем сахал мар.

Сергей Николаевич АЛЕКСАНДРОВ 1963 çулта Энтепери 8 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан икĕ çул «Победа» колхозра прицепщик, грузчик пулса ĕçленĕ. 1965-1967 çулсенче Караганда облаçĕнче техника училищинче вĕреннĕ. Совет çарĕнче службăра тăнă, Ульяновск хулинче автомеханика техникумĕнче пĕлÿ илнĕ. Автозаводра мастер, слесарь-моторист пулса ĕçленĕ. 1978 çултанпа Чĕмпĕрти «Ювенис» спорт клубне çÿрет. Çăмăл атлетика енĕпе СССР спорт мастерĕ. Тĕнче шайĕнчи марафонсене хутшăннă, призсем çĕнсе илнĕ.

Александр Федорович АНДРЕЕВ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ. Хамăр çĕршывра тата чикĕ леш енчи патшалăхсенче стажировкăра пулнă. Ĕç стажне «Чувашсельстрой» трестăн 137-мĕш ПМКра мастертан пуçланă «Спецстрой» трестăн аслă инженерĕ, «Интеграл» кооперативĕн инструкторĕ… «Крок» МПра директорта, «Старко» фирмăн директор çумĕнче чылай çул тăрăшнă. 2001 çултанпа – Шупашкар хула администрацийĕн строительство пайĕн начальникĕ.

Николай Федорович АНДРЕЕВ /1952 çулта çуралнă/ малтан Шупашкарти медицина училищинче вĕреннĕ. Чăваш ял хуçалăх институтĕнче зооинженер специальноçне алла илнĕ. Совет çарне кайиччен васкавлă пулăшу больницинче фельдшерта тăрăшнă. Çар службине чикĕре ирттернĕ. Старшина званийĕпе тăван яла таврăннă. Чернобыльти атом электростанцийĕнче аварие пĕтерес ĕçе хутшăннă. Радиаци вăйне хăй çинче тÿснĕрен 2001 çултах пурнăçран уйрăлса кайнă.

Тÿрех палăртам, эпир хамăра Энтепесем теме те пултаратпăр. Ялсене темиçе метр уйăрса тăнăран кăна мар, пĕр вăхăт эпир çав ял çыннисем шутне кĕнĕрен те. Çавăнпах пулĕ Олег Федорович АНДРЕЕВ та хăйне Афалек Энтепе псевдоним илнĕ. Поэт, педагог, парти ĕçченĕ тĕрлĕ çĕрте ертÿçĕре тăрăшнă. Вăл – «Çул шырав», «Хутăш вăрман», «Киле таврăнни» кĕнекесен авторĕ.

Петр Александрович АНДРЕЕВ /1916-1964 / Финлянди тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Лейтенант тĕрлĕ орденсемпе медальсене тивĕçнĕ. Вăрçă хыççăн ялти «Гвардеец» колхозăн председателĕнче тăрăшнă. Каярахпа М.Горький ячĕллĕ колхозра тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ Федор Александрович АНДРЕЕВ /1925-1969/ Энтепе шкулĕнче учительте, директорта вăй хунă. Шупашкарти педагогика институтне пĕтернĕ.

Мария Ивановна АНДРЕЕВА /1924-1994/ Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтерсен пĕр вăхăт Энтепери шкулта географи, биологи предмечĕсене вĕрентнĕ. Каярахпа Тутарстанри Çĕпрел районĕнче учительте ĕçлесе пурăннă.

Александр Гордеевич АРТЕМЬЕВĂН /1897-1944/ виçĕ вăрçа хутшăнма тÿр килнĕ. Колхозсем йĕркеленнĕ вăхăтра транспорт кооперативĕ йĕркелесе ăна ертсе пынă. Пысăк тавра курăмлă çын Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче артиллерист пулса тăшмансемпе çапăçнă. Польша çĕршывне ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçусенче пуçне хунă.

Вениамин Кириллович АРТЕМЬЕВ /1918-1977/ иртнĕ ĕмĕрĕн хĕрĕхмĕш-аллăмĕш çулĕсенче Шăнкăртам тата Патăрьел районĕсенчи шалти ĕçсен пайĕн начальникĕнче ĕçленĕ. Вăрçăра Çурçĕр Кавказра çапăçнă. Патшалăх хăрушсăрлăх службин майорĕ вăрçăран таврăнсан «Гвардеец» /Çĕнĕ Арланкасси/ колхоз председателĕнче, «Победа» колхозăн 8-мĕш комплекслă бригада бригадирĕнче вăй хунă. Вăрçăччен пĕр вăхăт Энтепе ял канашне те ертсе пынă.

Гордей Артемьевич АРТЕМЬЕВ /1870-1945/ патша самани вăхăтĕнчех миравай судьяра ĕçленĕ. Энтепе ялĕнче чиркÿ уçсан пĕр вăхăт староста тивĕçне пурнăçланă.

Николай Геннадьевич АРТЕМЬЕВ Югославире вăрçă пынă вăхăтра ООН çарĕсен 554-мĕш уйрăм пехотăн батальонĕнче службăра тăнă.

Лидия Петровна ГОРБУНОВА /АНДРЕЕВА/ пурнăçне вĕренÿ ĕçĕпе çыхăнтарнă. Пенсие тухичченех Патăрьел районĕнчи Алманчăри ачасене вĕрентнĕ. Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотине тата ытти наградăсене тивĕçнĕ.

Альбина Николаевна АБРАМОВА /АЛЕКСАНДРОВА/ Энтепери вăтам шкултан вĕренсе тухсан Пăвари ветеринари техникумĕнче, унтан Хусанти Бауман ячĕллĕ ветеринари институтĕнче пĕлÿ илнĕ. Направленипе Мордва Республикине ĕçлеме кайнă. Ардатов районĕнче ветлечебницăра тăрăшнă. Тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн пĕрре мар Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.

Аниса Петровна ВАСИЛЬЕВА /АНДРЕЕВА/ вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Патăрьелĕнчи СПТУра, Тутарстанри Пăвари веттехникумра, Хусанти ветеринари институтĕнче, Ленинградри патшалăх ветеринари академийĕнче вĕреннĕ. Врач-бактериолог малтанах Рязань облаçĕнче ĕçленĕ, унтан Ульяновск хулине куçнă. Облаçри ветеринари лабораторийĕн ертÿçинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Унăн Раççей шайĕнчи Хисеп хучĕсем чылай.

Тамара Николаевна АРТЕМЬЕВА доярка /1937-2007/ Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хутне илме тивĕçнĕ. Тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» паллăна çĕнсе илнĕ.

Мария Владимировна ВЕНИКОВА «Победа» колхозра выльăх-чĕрлĕх пăхнă çĕрте ырми-канми тăрăшнă. 1992 çулта ăна «Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят панă. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тата медальсене тивĕçнĕ.

Александр Васильевич ГРИГОРЬЕВ /1933-2004/ механизатор Совет çарĕнчен таврăнсан «Победа» колхозра трактористра, бригадирăн техника енĕпе ĕçлекен пулăшуçинче вăй хунă. Мухтав орденĕпе /III степень/ тата «Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе наградăланă, темиçе хутчен те ВДНХна хутшăннă.

Александр Васильевич ИВАНОВ /1915-2002/ иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче Энтепе ял совечĕн секретарĕнче, председателĕнче, хуçалăх ертÿçинче чылай çул ĕçленĕ. Пĕр вăхăт Елчĕкри КБОна ертсе пынă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса пилĕк медаль илме тивĕçнĕ.

Ванифатий Михайлович ИВАНОВ /1933-2012/ чылай çул «Победа» колхозра ферма заведующийĕнче тăрăшнă. Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Леонид Ванифатович ИВАНОВ Йошкар-Олари политехника институтне, Санкт-Петербургри техника университетне, Атăл-Вятка патшалăх службин академине пĕтернĕ. Пурнăç шăпи ăна Якут АССРне те илсе çитернĕ. Каярах Канаш, Йĕпреç вăрман хуçалăхĕсенче, ЧР çут çанталăк пурлăхĕсен тата çут çанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен управленийĕнче тĕрлĕ яваплă должноçре тăрăшнă.

Владимир Дмитриевич ИВАНОВ Афган вăрçине хутшăнса «Çапăçура палăрнăшăн», «Интернационалист воина пархатарлă Афган халăхĕнчен» тата юбилей медалĕсене тивĕçнĕ.

Дмитрий Александрович ИВАНОВ /1935-1988/ «Победа» колхозра трактористра, ĕне фермин заведующийĕнче, Аслă Пăла Тимеш ял совет председателĕнче, Яманчÿрел карьерĕнче ĕç сыхлавĕн инженерĕнче, тĕп инженерĕнче тăрăшнă. Трактористра ĕçленĕ вăхăтра Мухтав орденне /III степень/ илнĕ.

Валентина Петровна ИСАЕВА дояркăна /1958-2011/ «Победа» колхозра «Ĕçре палăрнăшăн» медальпе, «Пилĕк çуллăхăн çамрăк гвардеецĕ» тата «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» паллăсемпе наградăланă.

Николай Дмитриевич ИВАНОВ подполковник пурнăçне Раççей çарĕпе çыхăнтарнă. Офицер тĕрлĕ çĕрте служба тивĕçĕсене пурнăçланă. Икĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Халĕ Раççей МЧСĕн тытăмĕнче ĕçлет.

Сергей Михайлович ИСАЕВ /1956-2010/ Мускаври В.И.Смирнов ячĕллĕ Патшалăх университечĕн геологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Якутинче алмаз, Луандăра нефть вырăнĕсене шыраса тупма хутшăннă. Ун хыççăн Çурçĕр тата акваториллĕ Атлантикăра, Кариб тинĕсĕнче тата Çурçĕрти Пăрлă океанри шырав ĕçĕсенче палăрнă. Çĕршыв шайĕнчи стратегиллĕ ыйтусене пурнăçа кĕртес енĕпе консультант пулнă. Санкт-Петербургри ирĕклĕ ÿнерçĕсен пĕрлĕхĕн членĕ мĕн виличчен Германире пурăннă.

Василий Никонович НИКОНОВ /1896-1942/ – ялта колхоз йĕркелекенсенчен пĕри. Политика репрессийĕне пула шар курнă.

Лидия Аркадьевна НИКОЛАЕВА Ульяновск хулинчи чугун çул вокзалĕнче ĕçлесе чапа тухнă.

Венедикт Васильевич НИКОНОВ /1918-1999/ вăрçă ветеранĕ Мухтав орденне /III степень/, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе медальсене тивĕçнĕ. Гвардин аслă сержанчĕ вăрçă хыççăн колхозра тĕрлĕ ĕçре вăй хунă.

Николай Григорьевич ПАВЛОВ /1905-1975/ колхоз йĕркелекенсенчен пĕри. Вăл ертсе пынипе 1934 çулта «Энтебай» колхоз тыр-пул туса илессипе районта палăрнă. Вăрçăран таврăнсан колхоз садĕнче тата утарта ĕçленĕ.

Емельян Коллегиевич ПРОХОРОВ Чечен вăрçинче паттăрлăх кăтартнăшăн «Хастарлăхшăн» медаль илме тивĕçлĕ пулнă.

Валентина Венедиктовна САВЕЛЬЕВА дояркăна тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн «Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе наградăланă.

Любовь Михайловна ФЕДОРОВА Раççей писателĕсен пĕрлĕхĕн членĕ. «Йÿçĕ пыл», «Çичĕ хĕлĕхлĕ тĕнче» «Пĕлÿ çăкăр ыйтмасть» кĕнекесен авторĕ, Эмине ячĕллĕ преми лауреачĕ.

Ялтан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 67 çын тухса кайнă. Вăрçă хирĕнче 38-шĕ пуçĕсене хунă.

Н.АЛЕКСАНДРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code