Понедельник, 15 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уй-хирте – хăватлă техника

Уй-хирте – хăватлă техника

Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен уй-хирĕсенче ака çи хĕрсе пынă вăхăт.

Çĕршывра, республикăра хăрушă чир – коронавирус инфекцийĕ алхасни те чăрмав мар ял çыннишĕн. Урăхла пулма та май çук. Мĕншĕн тесен тыр-пула шутлă кунра акма ĕлкĕрмеллех – кая юлмалла мар. Унсăрăн çăкăр çиесси пулмĕ. Сăмах май, уй-хирсенче ĕçлекенсене коронавирусран сыхланмалли мелсем çинчен /алăсене дезинфекци тăвасси, ÿт температурине сăнаса тăрасси, пит-куçа маска тăхăнасси/ ăнлантарса панă. Ĕç сыхлавĕн йĕркисене пăхăнассине те тĕп вырăна хунă. Акана хутшăнакансене пурне те ятарласа вĕрентнĕ, медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă, инструктаж ирттернĕ. Çавăн пекех вĕсене ĕç тумтирĕсемпе, сыхланмалли тĕрлĕ хатĕрсемпе /респираторсемпе, куçлăхсемпе/ тивĕçтернĕ. Çур акине инкек-синкексĕр ирттерсе ярас тесен малашне те ĕç сыхлавĕн йĕркисене саккун ыйтнă пек пурнăçласа пыма кирлине ертÿçĕсем пурте лайăх ăнланаççĕ.

…Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов кăçалхи пек çанталăк условийĕнче – тăпрара нÿрĕк çителĕксĕр пулнă вăхăтра ĕçе тухăçлă йĕркелеме май паракан хăватлă техникăсемпе усă курнин пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк пулнине палăртать. Мăнкун уявĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акмалли плана туллин пурнăçлама пултарнă «Победа» ОООпа «Комбайн» ЯХПКра, ĕçе тухăçлă йĕркелесе пыракан «Яманчурино» ОООпа «Рассвет» ЯХПКра, «Сатурн» ЯХПКпа «Прогресс» АХОн уй-хирĕсенче шăпах ку чухнехи хăватлă ял хуçалăх машинисем хуçаланаççĕ мар-и?

Александр Бикулов, Петр Хмелев, Борис Тихомиров, Тамара Васильева, Владимир Чернов хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă, пысăк пахалăхпа йĕркелесе пыраççĕ.

«Урожай» ОООра ял хуçалăх культурисене акса çитĕнтерес ĕçре НОУ-ТИЛЛ технологипе /вăрлăха тÿррĕнех тăпрана хывни/ анлăн усă кураççĕ. Çак мелпе ĕçлени кăçалхи типĕ çанталăк условийĕнче, пушшех, тăпрара нÿрĕке ытларах упраса хăварма пулăшасса çĕр хуçисем çирĕп шанса тăраççĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

 


…Апрелĕн 17-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4989 гектар /30 процент/, пĕр çул ÿсекен курăксене 1267 гектар /29 процент/ акнă. 

Кĕр тыррисене 6502 гектар /96 процент/, нумай çул ÿсекен курăксене 7862 гектар /97 процент/ минераллă удобренисемпе апатлантарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code