Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Эпĕ вăрçăра пулман

Эпĕ вăрçăра пулман

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистла Германие çĕнтерни 75 çул çитет. Йывăрлăхпа, пысăк çухатупа пулчĕ çĕнтерÿ. Хаяр вăрçă пурне те хăй витĕр тылласа кăларчĕ. Фронтра çапăçакансемпе тылра ĕçлекенсем те вăрçă нушине пĕр пек туйса, чăтса ирттерчĕç. Нумай çамрăк тылра та выçăпа е шăнса пăсăлса вилчĕ. Хĕрарăмсем арçын ăшшине, хÿтлĕхне туяймасăрах ĕмĕрлĕх тăлăха тăрса юлчĕç.

Эпĕ вăрçăра пулман,
Унăн вутĕнче çунман.
Вăрçă хăварнă суран –
Яланхи Астăвăм ман.
Пулнă ман атте-анне,
Шăллăмпа икĕ аппа.
Пĕлмен нуша-инкекне,
Курман чăн-чăн асапа.
Пурăннă мал ĕмĕтпе,
Шутланă кил-çурт лартма.
Тытнă выльăх-чĕрлĕхне
Ал çавăрса ямалла.
Вăхăтсăр чир-чĕр килсе
Çулăхрĕ анне çумне.
Килти пур пек ĕçсене
Тума лекрĕ аттене.
Илчĕç аттене вăрçа.
Халь мĕнле пурăнмалла?
Килсе çапрĕ терт-нуша,
Пирĕн мĕнле чăтмалла?
Анне вилсен хуйхăпа,
Юлтăмăр шар тăлăха.
Анне аппăш кăмăлпа
Килĕшрĕ пире пăхма.
Йывăр килчĕ халăха,
Уйрăмах ачасене,
Туймарĕç ачалăха,
Курчĕç çын курманнине.
Пылак канфет вырăнне
Пулнă ĕмкĕч çăварта,
Лăпкă сăпка вырăнне –
Кÿме урапи кăна.
Атте «ывăлăм» тесе
Пуç шăлса ачашламан,
Пурнăçра кÿрентерсен,
Хутта кăрекен пулман.
Юрăхлă апат пулман,
Ырă тумтир тăхăнман.
Çамрăк пулнă – хуçăлман,
Çынлăх картинчен тухман.
Анне аппăшпе аппа
Пулчĕç анне вырăнне.
Мĕнпур хĕн-хур, асапа
Тÿсрĕç пирĕнпе пĕрле.
Ик хĕрарăм ангел пек
Тухаççĕ ман куç умне,
Чăн-чăн савăнаççĕ пек
Эпир сывă юлнипе.
Çитмĕл пилĕк çул пĕрле
Лăпкă пурнăç пирĕнпе.
Пире вăрçă кирлĕ мар,
Мирлĕ çĕршыва сыхлар.
Эпĕ вăрçăра пулман,
Унăн вутĕнче çунман.
Вăрçă хăварнă суран –
Яланхи Астăвăм ман.

                                    Илья ЛЕВЫЙ.
                                    Çирĕклĕ Шăхаль.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code