Среда, 6 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Иммунизаци

Иммунитет – организм чир-чĕре хирĕçлеме пултарни.

Иммун тытăмĕ ют клеткăсене, тĕрлĕ инфекципе вируссене сиенсĕрлетет, путлантарать. Иммунитет вăйлă пултăр тесен ăна чакаракан сиенлĕ йăласенчен пăрăнмалла. Чи малтанах пирус туртма пăрахмалла, пăлханмалли лару-тăрăва кĕрсе ÿкессинчен сыхланмалла.

Иммунитета лайăхлатас тесен ытларах канмалла, çителĕклĕ çывăрмалла. Кунне 30 минут та пулин ÿт-пÿ упраженийĕсем тумалла. Çавăн пекех тĕрĕс апатланни те чир-чĕртен упрать. Ытларах менюра аш-какай, пулă, çăмарта, сĕт-турăх, пăрçа, фасоль, хуратул тата сĕлĕ кĕрпи пулмалла. Ĕне выльăх пĕверĕ, тинĕс продукчĕсем иммун тытăмне çирĕплетме пулăшаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code