Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Маскăсем çĕлеççĕ

Маскăсем çĕлеççĕ

Чăваш Енре кунсерен чир-чĕртен хÿтĕленмелли 120 пин ытла маска кăларма тытăнĕç.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев маскăсем çĕлекен «Яхтинг» пĕрлешÿре пулнă май кунти лару-тăрупа паллашнă. Кунтах ĕç тумтирĕсем тата ĕç валли ятарлă атă-пушмак та кăлараççĕ.

Асăннă пĕрлешÿ маскăсене март вĕçĕнче çĕлеме пуçланă – медицина пусмипе усă кураççĕ. Çак кунсенче виçĕ сийлĕ маска çĕлемелли çĕнĕ оборудовани туяннă кунта. Май пуçламăшĕнче ĕçе кĕртме палăртнă çĕнĕ лини пĕтĕм хăватпа ĕçлеме пуçласан кунсерен кунта 120 пин ытла маска туса кăларма тытăнĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code