Суббота, 13 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тимлĕхе çухатар мар

Тимлĕхе çухатар мар

Коронавирус чирĕ сарăлнă вăхăтра самоизоляци режимне пăхăннин тата районта пурăнакансем хушшинче ку енĕпе ăнлантару ĕçĕсене ирттерес тĕлĕшпе йĕркеленĕ мобильлĕ ушкăн членĕсем кашни кун ял тăрăхĕсене тухса çÿрессине хальлĕхе пăрахăçлама çуках.

Иртнĕ кунсенче вĕсем район центрĕнче апат-çимĕçпе сутă тăвакан лавккасене черетлĕ хутчен пулнă май, санитари тата сыхлăх йĕркисене епле пăхăнса ĕçленипе кăсăкланнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Олег Николаев хушăвĕпе иртнĕ кунсенчен тытăнса илем салонĕсемпе парикмахерскисен ĕçне çĕнĕрен йĕркелесе яма ирĕк панă. Çавна май мобильлĕ ушкăн членĕсем «Венера», «Клеопатра» салонсенче клиентсене йышăнассине епле йĕркеленипе, усă куракан ĕç хатĕрĕсене инфекци ересрен сиенсĕрлетес тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем туса ирттернипе кăсăкланнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code