Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕсенче – пысăк шанăç

Вĕсенче – пысăк шанăç

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕнер муниципалитетсен ертÿçисемпе онлайн мелпе ирттернĕ видеоканашлура республикăри предпринимательсен – пĕчĕк тата вăтам бизнесра ĕçлекенсен ĕçĕ-хĕлне те тĕплĕн тишкернĕ.

Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Раççейре предпринимательсен кунне паллă тăвасси йăлана кĕнĕ. Паянхи пурнăçра, пушшех, предпринимательлĕх обществăн малашнехи аталанăвĕн шанчăклă никĕсĕ пулса тăрать. Район экономикине аталантарассинче те вĕсен ĕçĕ уйрăмах пысăк вырăн йышăнать. Хальхи вăхăтра район территорийĕнче предпринимательлĕхĕн 553 субъекчĕ ĕçленине шута илнĕ.

Май пулнипе усă курса ĕнерхи кун Чăваш Республикинчи пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем хушшинче 2019 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх тĕрлĕ номинацире иртнĕ «Чăваш Енри чи лайăх предприниматель» конкурса хутшăннă районти «Комбайн» ЯХПКпа /председателĕ – Гурий Федоров/ Кушкă ялĕнчи Ирина Чайкина хресчен /фермер/ хуçалăхĕн ертÿçине чысланă. Сăмах май, асăннă ял хуçалăх предприятийĕ «2019 çулхи чи лайăх вăтам предприяти», Ирина Чайкина «Бизнесри хĕрарăм» номинацире çĕнтерÿçĕ пулнă.

Пурнăç кашни кун малалла. Район çыннисен ыйтăвĕсене туллинрех, пахалăхлăрах тивĕçтерес тесен предпринимательсен хастарлăхне тата ÿстермелле. Ку енĕпе районта инвестици илĕртÿлĕхĕ те кирлĕ шайра.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code