Среда, 4 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Поэмăна тăватă чĕлхепе

Поэмăна тăватă чĕлхепе

Чăваш поэзийĕн классикĕ Константин Иванов çуралнăранпа 130 çул иртрĕ.

Паллă поэтăмăра асăнса районти шкулсемпе библиотекăсенче тĕрлĕ мероприяти йĕркелерĕç. Кивĕ Эйпеçри тĕп шкул вĕренекенĕсем те унăн вилĕмсĕр «Нарспи» поэмине юратса вулаççĕ. Пилĕк çул каялла К.Ивановăн юбилейне шкул ачисем пĕрле театрализациленĕ постановка хатĕрленĕ пулсан, кăçал ушкăнпа пухăнма май çуккине пула, онлайн мелĕпе «Нарспи» поэмăна вуланă. 5-мĕш класри Никита Кудряшовпа 4-мĕш класри Валерия Облесова чи лайăх вулакансем пулса тăнă. Вĕсем поэмăна тăватă чĕлхепе – чăвашла, вырăсла, нимĕçле тата акăлчанла вуласа тĕлĕнтернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code