Воскресенье, 26 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Рекультивацилеме тытăннă

Федерацин «Экологи» наци проектне кĕрекен «Таса çĕршыв» регион проектне пурнăçласа Елчĕкри кирпĕч завочĕпе юнашар пухăннă йăлари хытă каяш вырăнне иртнĕ уйăхран тытăнсах рекультивацилеççĕ.

Унăн лаптăкĕ – 0,88 гектар, пурĕ 11,76 пин кубла метр йышăнать. Район администрацийĕ ăна рекультивацилеме подряд организацийĕпе килĕшÿ çирĕплетнĕ. Проект хакĕ – 8,3 миллион тенкĕлĕх, ĕçе кăçалхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле.

Пысăк ĕçе пурнăçлама куллен темиçе тĕрлĕ техника хутшăнать, рекультиваци технологине çирĕп пăхăнса ĕçлеççĕ. Каяша тепĕр лаптăка турттараççĕ, купалаççĕ, пусăрăнтараççĕ, купа çине мембрана сарса хурса тăпрана хуплаççĕ, ун хыççăн лаптăкра йывăç-тĕм лартса çитĕнтерĕç. Çапла майпа кунта малашне ĕлĕкхи шăршлă каяш купи вырăнне илемлĕ вырăн пулса тăрĕ.

ЗАГС пайĕ пĕлтерет…

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи 5 уйăхра çут тĕнчене 34 ача килнĕ. Иртнĕ çулхинчен 12 ытларах.

Вилекенсен йышĕ пĕлтĕрхинчен 7 çын сахалтарах пулин те, шел, 133 те нумай. Çичĕ çĕнĕ çемье чăмăртаннă, пĕлтĕр çак тапхăрта – 6. Уйрăлнисен шучĕ 5 /17/.

Маттур атлетсем

Елчĕкри вăтам шкула пĕтернĕ, халĕ Чăваш патшалăх аграри университетĕнче вĕренекен Лиана Чернова – спорт мастерĕн кандидачĕ.

Çуллахи полиатлон енĕпе вăл малтанхи утăмсене Алексей Васильев тренер патĕнче тунă. Студентка спортăн ытти енĕсенче те пултаруллă.

Курнавăшри вăтам шкулта пĕлÿ пухакан Леонид Цветков вара кире пуканĕ йăтассипе 1-мĕш спорт разрячĕн нормативне тултарнă.

Штрафа вăхăтра тÿле

Июнь уйăхĕн 15-18-мĕшĕсенче районта «Парăмçă» операци иртет.

Çак тапхăрта полици тата суд приставĕсен сотрудникĕсем административлă штрафа вăхăтлă тÿлемен çынсемпе тĕл пулĕç, протоколсем хатĕрлĕç.

Штраф тÿлеменнисен тĕлĕшĕпе айăплав çирĕп. Ăна вăхăтра тÿлессинчен пăрăнакансене штрафа икĕ хут нумайрах виçепе тÿлеттерме е айăпçăна 15 талăка административлă майпа арестлеме пултараççĕ.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code