Вторник, 23 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Салтак тивĕçне чыслăн пурнăçла!

Салтак тивĕçне чыслăн пурнăçла!

Елчĕк районĕнче призыв комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Пулас салтаксем çак кун çара кайма повесткăсем илчĕç.

Чăваш Республикин Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов палăртнă тăрăх, кăçал çар ретне тăма районти призывниксен пĕрремĕш ушкăнне июнĕн 18-мĕшĕнче ăсатаççĕ – пуçласа 7 ачана яма палăртнă. Маларах вĕсем коронавирус инфекцийĕ пуррине е çуккине палăртакан тест витĕр тухĕç.

Призыв кампанийĕ вăхăтĕнче чиртен сыхланас йĕрке çирĕп – призывпа çыхăннă пур мероприятие хутшăннă чухне те çамрăксен температурине виçессине, вĕсене маскăсемпе тата резина перчеткесемпе тивĕçтерессине ĕçе кĕртнĕ.

Комисси членĕсем пулас салтаксене çар тивĕçне чыслăн пурнăçласа район ятне çÿлти шайра тытма ăнăçу сунчĕç.

Кăçал çар ретне районти 30 ытла çамрăк тăрĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code