Воскресенье, 26 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем медицинского работника

Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем медицинского работника

Хисеплĕ медицина ĕçченĕсем тата сывлăх сыхлавĕн ветеранĕсем!

Сире чĕререн Медицина ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр.

Медицина ĕçченĕн профессийĕ чăннипех те сăваплă, чи кирлĕ те пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Сывлăх хавшасан эпир чи малтан медицина ĕçченĕ патне васкатпăр. Мĕншĕн тесен эсир хăвăрăн пĕлĕвĕрпе, ăсталăхпа çынсене сывататăр, кирлĕ сĕнÿ-канаш паратăр.

Кăçалхи çăмăл мар лару-тăрура медицина ĕçченĕсен пĕлтерĕшне эпир татах та ытларах ăнлантăмăр. Хăрушă чирпе кĕрешсе эсир чăннипех те паттăрлăх кăтартатăр.

Районти мĕнпур медицина ĕçченне, сывлăх сыхлавĕн ветеранĕсене пархатарлă ĕçĕршĕн, чирлĕ çынсемпе кăмăллă пулнăшăн тав тăватпăр, çирĕп сывлăх, телей, ĕçре ăнăçу, çитĕнÿсем сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ            И.И.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ           Н.П.Миллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code