Понедельник, 9 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тивĕçлĕ ачасемшĕн – пысăк тав!

Тивĕçлĕ ачасемшĕн – пысăк тав!

Вăхăт шав малалла шăвать. Пĕр самантлăха та чарăнмасть вăл. Чÿрече умĕнче ларнă май кантăк леш енчи тĕнчене сăнатăп. Шăнкăрчсем ывăннине пĕлмесĕр кунĕпех хăйсен чăмăртанса пыракан чĕпписене хурт-кăпшанкă пухса çитереççĕ. Вăр та вăр вĕçеççĕ вĕсем пÿрт çумĕпе, йăвине миçе хут кĕрсе тухаççĕ-ши; Пурнăçра этем те çаплах мар-и-ха; Пĕрлешсе çемье çавăрнă хыççăн тĕнчене килнĕ ачисене ура çине тăратса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларас тесе ырми-канми тăрăшать ашшĕ-амăшĕ.

Тарăн шухăша путрăм вĕçен кайăксене сăнанă май. Кăçалхи апрель уйăхĕнче пирĕн ялта çуралса ÿснĕ Ринат Мидхатович Канафеев пурнăçран уйрăлнă текен хыпар ялта хăвăрт сарăлчĕ. Мĕнле вилнĕ? Çамрăк çыннăн пурăнмалла та пурăнмаллаччĕ вĕт-ха…

Хамăн вĕренекен пулнă Ринат куç умне тухса тăчĕ. Тăрăшуллă, хастар, ĕçчен, тÿрĕ кăмăллă ачаччĕ, дисциплинăна çирĕп пăхăнатчĕ. Спортпа питĕ туслăччĕ.

Ринат амăшĕ Загребан аппа Мидхат мăшăрĕ пурнăçран ир уйрăлнă хыççăн çула çитмен 4 ачине пĕчченех çитĕнтерчĕ. Ырми-канми ĕçлерĕ вăл вĕсене çирĕп ура çине тăратас тĕллевпе. Сахал мар йывăрлăхпа тĕл пулнă пуль хĕрарăм вĕсене ÿстернĕ чух, çапах та пурнăç йывăр тесе ÿпкелешнине нихăçан та илтмен унран.

Аслă ывăлĕ Ринат Аслă Пăла Тимеш шкулĕнче вĕренетчĕ. Эпĕ вăл вăхăтра шкул директорĕнче ĕçлеттĕмччĕ. Киле таврăннă чух амăшĕ мана кĕтсе тăрса яланах ачисем хăйсене мĕнле тытни пирки ыйтса пĕлетчĕ, вĕренÿри çитĕнĕвĕсемпе интересленетчĕ.

Загребан аппа патĕнче пулнă май Ринатăн тĕрлĕ ăмăртура мала тухнăшăн тивĕçнĕ Хисеп хучĕсемпе дипломĕсене тишкеретĕп. Уйрăмах йĕлтĕр спортĕнче çитĕнÿсемпе палăрнă вăл. Шкул вăхăтĕнче те, каярах тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă çулсенче те йĕлтĕрпе чупса пĕрре анчах мар малти вырăнсене йышăннă çамрăк. 1978-1980 çулсенче вăл Германи çĕршывĕнчи Дрезден хулинче салтак тивĕçне чыслăн пурнăçланă, киле сержант званипе таврăннă. Документсене сăнанă май çар чаçĕн командованийĕ салтака ырă енчен анчах палăртнине асăрхатăп.

Ринат инçе çула çÿрекен водительте тăрăшатчĕ. Анчах та 2017 çулта аварие лекрĕ. Сипленнĕ хыççăн вăл тăван тăрăха амăшĕ патне час-часах килсе çÿрерĕ, унăн сывлăхĕпе интересленчĕ, хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама пулăшрĕ. Кăçал вара арçын инфаркта пула пурнăçран уйрăлчĕ.

Ринатсăр пуçне тепĕр ывăл тата 2 хĕр çитĕнчĕ çемьере. Ринат шăллĕ Фархат адвокат пулса тăрăшать. Йăмăкĕсем çитĕнсе çитсен тăван килтен вĕçсе тухса кайнă, пурте мăшăрлă вĕсем. Амăшне манмаççĕ ачисем. Загребан аппа пĕчченех пурăнать пулсан та хăйне тăлăх туймасть, мĕншĕн тесен хăй çуратса ÿстернĕ тĕпренчĕкĕсем амăшĕ патĕнче час-часах пулаççĕ. Тăван çуртне те кермен евĕр хăпартса лартрĕç вĕсем.

Çĕршыва тивĕçлĕ ывăл-хĕр çитĕнтернĕ амăшне пысăк тав.

З.АХМЕТЗЯНОВ,
ĕç ветеранĕ. Сăрьел.

Сăн ÿкерчĕкре: Ринат Канафеев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code