Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Экологи диктантĕнче тĕрĕсленнĕ

Экологи диктантĕнче тĕрĕсленнĕ

Икĕ эрне хушши Чăваш Енре Экологи диктанчĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин Наци вулавăшĕпе пĕрле Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви ирттернĕ. Диктанта хутшăнакансен экологипе çыхăннă 30 ыйтăва хуравламалла пулнă. Пĕтĕмпе хăйсен пĕлĕвне 2140 çын тĕрĕсленĕ.

Диктанта хутшăнакансен 61 проценчĕ «5» паллăлăх хуравланă, 19 проценчĕ – «4», 12 проценчĕ – «3». Кашниех электрон сертификатлă пулнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code