Среда, 21 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Чĕре юрлать»

«Чĕре юрлать»

Юрă – чун уççи, унпа пурăнма та çăмăлтарах. Вăл йывăр ĕçре пулăшать, хавхалантарать, уявра савăнăç кÿрет. Сăпка юрри ачана тутлă тĕлĕксем курма пиллет, хаваслă кĕвĕ-çемĕ вара ваттине те, яшшине те ташша чĕнсе кăларать. Çапларах асамлă вăй упранать юрăра.

Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче Илья Степановăн «Чĕре юрлать» нотăланă юрăсен пуххи пичетленсе тухрĕ.

И.Степанов 1941 çулта Красноармейски районĕнчи Кушкă ялĕнче çуралнă. Çĕрпÿри тата Муркашри культура çурчĕсенче баянист-аккомпаниатор пулса ĕçленĕ, каярахпа тăван районĕнчи тĕрлĕ шкулта, культура çуртĕнче, ача садĕнче тăрăшнă.

И.Степанов хывнă юрăсем 1970 çулсенче халăхра анлă сарăлнă. Унăн пултарулăх еткерлĕхĕ тĕлĕнмелле пуян: вăл 4000 ытла юрă çырса хăварнă, вĕсенчен 1300-ĕшĕ тĕрлĕ кĕнекере, хаçат-журналта пичетленнĕ, 800-ĕшне Илья Романович пичете пама хатĕрлесе ĕлкĕрнĕ, ыттисем нота альбомĕсенче упранаççĕ тесе пĕлтерет Виктор Данилов журналист «Вăл юрăпа пурăннă» ум сăмахра. Валентин Урташ, Юрий Сементер, Николай Карай, Николай Ыдарай тата ытти поэт сăввисемпе чылай юрă кĕвĕленĕ композитор. Вĕсене Тамара Чумакова, Иван Христофоров, Зоя Ананьева, Василий Раймов тата ытти юрăç шăрантарнă. Илья Романович «Шăнкрав курăкĕ» /2011/, «Эпир çуралнă юрлама», «Кил умĕнчи хурăнсем» /2013/, «Савăк вăхăт» /2015/ юрă кĕнекисем пухса хатĕрленĕ. Шел, 2016 çулхи утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче И.Степанов пирĕнтен уйрăлса кайрĕ…

«Чĕре юрлать» кăларăма автор юлашки вăхăтра кĕвĕленĕ юрăсем кĕнĕ. Вĕсем çĕкленÿллĕ туйăм вăратаççĕ, халăх юрри-çеммине çывăх. Ялан йышпа пĕрле пулни пултаруллă композитора çĕнĕ юрă-кĕвĕ хывма, ăсталăхне туптама пулăшнă, пурнăçпа тан утма хистенĕ. Вăл юрă-çемĕ тĕнчин сывлăшĕпе сывланă тесен те йăнăш мар. Ахальтен мар вăл хăйĕнпе пĕрле пĕрмаях блокнотпа кăранташ илсе çÿренĕ, кирек ăçта та ĕçе пикенме пултарнă. Кун пирки унăн мăшăрĕ Нина Ивановна çапларах каласа панă К.Данилова: «Пĕррехинче Сурăм вăрманне кăмпана кайрăмăр. Эпĕ икĕ витре тата пĕр кутамкка пуçтарса тултартăм. Ильян витри вара пушахчĕ, вăл тунката çинче юрă çырса вăхăта ирттернĕ иккен…»

Çĕнĕ кĕнекере вулакансем Раиса Сарпин, Юхма Мишшин, Леонид Волковăн, Чĕкеç Люççин тата ыттисен сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсемпе паллашайĕç. Унта ачасем валли çырнă произведенисем те кĕнĕ. Çавăнпа та юрă пуххи пуриншĕн те паха, ача сачĕсемпе шкулсенче те усă курма вырăнлă. Музыка вĕрентекенĕсене пулăшас тĕллевпе кашни юрă патне ятарласа нотăсем илсе панă.

Ольга ИВАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code