Вторник, 31 января, 2023   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çуралнă кĕтес чун-чĕре ытамĕнче

Çуралнă кĕтес чун-чĕре ытамĕнче

Кĕске справка

Мучар /Большая Ерыкла/ 1917 çулхи Октябрьти революциччен Хусан кĕпĕрнин Теччĕ уесĕнчи Курнавăш вулăсне кĕнĕ. Вăл Çирĕклĕ юхан шывĕн сулахай енче вырнаçнă. Малтанах яла çыранăн сылтăм енне вырăс хресченĕсем никĕсленĕ. Вĕсен шыв арманĕ пулнă. Ытлă-çитлĕ пурăнакансем хăйсем патĕнче ĕçлеме чăвашсемпе тутарсене тарçа тытнă. Унтан вăрăсем тăтăшах çаратнине пула икĕ тарăн çырма хушшине куçса ларнă. Çырмасем вăрăсемшĕн хÿтлĕх пулса тăнă. Ял çыннисем çак нушана чăтса пурăннă. Çавăн пиркиех 1878 çулта виççĕмĕш вырăна 28 хуçалăх куçнă. Вырăссем майĕпен чăвашланнă, тутарланнă. Юлашкинчен, йăх ĕрчесех кайман пирки, Тăвай районне куçса кайнă.

Халĕ ялта пĕр кил те тутарла калаçмасть. Мучар ялĕ вырăссен «Можарки» сăмаха пăсса каланинчен пулса кайнă.

1785 çулта 17 хуçалăхра 106 çын пурăннă. Вĕсен 260 гектар сухаланакан çĕр, 120 гектар вăрман, 2007 çулта 44 хуçалăхра 75 çын шутланнă. 1967 çулта яла электричество çитнĕ. 2004 çулта ял çыннисем çуртсене «кăвак çулăмпа» хутса ăшăтма пуçланă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 29 çын тухса кайнă, 10-шĕ вăрçăран таврăнайман.
Ял историне хăй вăхăтĕнче Аркадий Краснов, Александр Чернов тарăннăн тĕпчесе çырса хăварнă.

Халĕ Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхне кĕрекен Мучар çинчен паянхи çамрăксем çеç мар, вăй питти çынсем те пит илтсех кайман пулĕ. Районти чи пĕчĕк ялсенчен пĕри аслă çул хĕрринче вырнаçманран унăн ятне ниçта та вулама тÿр килмест. Çавăнпа та хаçат вулаканĕсене Мучарпа паллаштарас тесе Питрав кунĕ хыççăнах çула тухрăмăр. Шăпах пысăк престол праçникĕнче çак тăрăхри ялсем хăйсен уявне паллă тăваççĕ.

Мучар Тĕмерпе Çирĕклĕ Шăхаль ялĕсен хушшинче вырнаçнă. Ун хĕррипе асфальтлă çул иртет. Ял ятне палăртса çырса хуни çук. Çавăнпа та Мучарсем Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пуçарăвне – Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ ятпа кашни ял-хулана 100-шер пин тенкĕ пама йышăннине – питĕ ырланă. Шăпах çав укçа-тенкĕпе яла кĕриччен стела лартма палăртнă вĕсем.

Çирĕклĕ Шăхаль фермине каякан çула та асфальт сарнă. Пĕр урамран /ăна та Мучар ят панă/ тăрать ял. 49 çурт. Умĕнче вĕлтĕрен ашкăрса ларакан пÿртсем те пур. Хуçисем тахçанах леш тĕнчене куçнă пулсан та умри пахчисенче тĕрлĕрен йывăç-тĕм çÿлелле кармашнă. Хуçисем тăван тавралăх илемĕшĕн тăрăшакансем пулнă ахăртнех. Çырла йывăççисем çимĕçĕсене ниçта хураймасăр хурлăхлăн хунавĕсене уснăн туйăнаççĕ. Чие, хура тата хĕрлĕ хурлăхан йывăççисемсĕр пуçне ирга нумай çитĕнет. Тутлă та паха çырласене уяр та шăрăх çанталăка пăхмасăр çерçисемпе ытти кайăксем «тапăннă».

Çуртсен умĕнче тĕрлĕ техника ларать. Апла пулсан ял çынни чухăн мар. Ака-суха ĕçĕсене пурнăçлама хăшĕн трактор, тепĕрин мотоблок пур. Питрав кунĕнче, çăмăл машинăсен шутне шутлама йывăртарах пулнă-тăр, тăван киле инçетри ывăл-хĕрĕсем, тăван-пĕлĕшĕсем пуçтарăннă. Ĕлĕкхи пек вăййа тухасси пăрахăçа тухнă пулсан та ушкăнпа пĕрле пуçтарăнса шăкăл-шăкăл калаçса ларасси, така пусса шÿрпе пĕçересси, шăрттан хатĕрлесси, килти пахчара ÿстерекен хăмларан сăра вĕретесси ырă йăларах юлнă.

Пирĕн пек тахçан та пĕрре килекенсене ял варринче вырнаçнă кивелнĕ лавкка урама иккĕлле уйăрнăн туйăнать. Иртнĕ çулсенче кăна вăл хăйĕн пĕчĕк алăкĕсене яриех уçнă-ха, халĕ – хупă. Чылай малтан райпон, кайран Петр Дудкин тытса тăнă лавккара халăх куллен кирлĕ таварсем туяннă.

Ялăн хĕвел тухăç енче пушă çуртсем те йышлăрах, тирпей-илемĕ те сахалтарах. Хĕвел анăç енчисем тавралăха юратни тÿрех курăнать. Кунта никамăн умĕнче те çÿллĕ ÿснĕ хыт хура тĕл пулаймăн, хĕвел хăйĕн ăшшипе çĕр-аннемĕре типĕтет пулсан та сип-симĕс çерем ешерет, кашнийĕн палисадникĕнче илемлĕ чечексем çеçке çурса лараççĕ.

– Юнашарах отставкăри офицер Алексей Иванов пурăнать. Вăл ÿркенмест, çуртсен умĕсене çулсах тăрать, – теççĕ хĕрарăмсем.

Сăмах май тÿрех каласа хăварам, Александрпа Нина Ивановсем ултă тĕпренчĕке пурнăç пилленĕ. Пĕр тăвансем Тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă. Аслă ывăлĕ çичĕ класс хыççăнах хăйĕн пĕлĕвне физикăпа математика енĕпе анлăлатнă. Унтан çак енĕпех аслă шкула вĕренме кĕнĕ. Каярахпа служба тивĕçне пурнăçланă хыççăн Ленинградри çар училищинчен вĕренсе тухнă. Çар тивĕçне Латвире пурнăçланă. Халĕ унтах пурăнать.

Алексей Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Вольскри çар училищинче пĕлĕвне тăснă. Çамрăка направленипе Монголие янă. Унтан службăна малалла Украинăра тăснă. Подполковник званийĕпе отставкăна тухнă. Шăпах çав çулсенче вырăнпах выртакан амăшне пăхма тăван яла таврăннă та, ăна тирпейлĕ пытарсан та инçете тухса кайман.

– Шăнкăр-шăнкăр çăл шывĕ юхать, тăпăр та тăпăр вăхăт юртать, анчах темĕн чухлĕ вăхăт иртсессĕн те çуралнă кĕтес, тăван тавралăх, атте-анне килĕ асăмран тухмасть. Кунта эс çут тĕнчене килнĕ, тус-юлташсемпе выляса-кулса ÿснĕ, пурнăçăн анлă çулĕпе çирĕппĕн утма ăс-хакăлпа вăй-хал илнĕ. Çырма-çатра, çеремлĕ те анлă урам, кикак-кикак хур-кăвакал сасси – пурте чуна çывăх, чĕрене тыткăнлаççĕ. Темрен хаклă çуралнă кĕтес яланах чун-чĕре ытамĕнче, – тет 63 çулхи офицер мăнаçлăн.
Ытлашши сăмах ваклама юратмасть вăл. Юрать, кÿрши-арши унăн ĕçченлĕхĕпе пултарулăхĕ пирки каласа пачĕç. Пахчара çум курăк тăратмасть, ашшĕ-амăшĕн çуртне юхăнма памасть… Мускавран тăван яла килнĕ Валентина йăмăкĕ те пиччĕшĕн ырăлăхне палăртмасăр иртеймест. Унăн мăнукĕсем чăннипех ыр кураççĕ куккăшĕ патĕнче, ял сывлăшĕпе киленсе те тарăннăн сывлаççĕ.

Ялтан тухнă сумлă офицерсем татах та пур. Вĕсем пирки Çирĕклĕ Шăхалĕнчи музейра тĕплĕнрех паллашма майсем пур. Василий Егоровпа Алексей Максимов та подполковник званиллĕ. Иннокентий Родионов вара генерал-майорах çитнĕ. 1937 çулта çуралнăскер малтан Ульяновскри çар училищинче пĕлÿ илнĕ. Унтан Киеври политехника институтне, каярахпа Ленинградри çар академине пĕтернĕ. Службăна Украинăра ирттернĕ, унтах хунав янă.

Урамра сулхăн вырăн шыраса сурăхсем тĕрлĕ техника хыçне, йывăç-тĕм айне пытаннă. Чăннипех те сурăхсем йышлă усрани курăнать. Ушкăнăн-ушкăнăн сиккелесе çÿреççĕ ял тăрăх. Петр Никифоров, Александр Краснов, Николай Смирнов, Лидия Егорова, Елизавета Сергеева çемйисем ĕне тытаççĕ.

– Унччентерех ĕнесене кĕтĕве яраттăмăр. 32 сăвăнакан ĕнеччĕ. Халĕ выльăхсене улăх-çарана кăкарса хураççĕ, – сăмах хушаççĕ хисеплĕ ватăсем.

Выльăх-чĕрлĕх тытма, хур-кăвакал усрама меллĕ кунта. Пĕве те пур, Çирĕклĕ юхан шывĕ те юхса иртет. Юлашки çулсенче çырмара ăтăрсем ĕрчесе кайнине палăртаççĕ.

Ял ватăлать теççĕ те – çапах та урамра ача-пăча сахал мар. Çуллахи каникула килнĕ хула шăпăрланĕсем ытларах, паллах, çапах та ачасен хаваслă сассипе янăракан çуртсем те çук мар. Ялтан Çирĕклĕ Шăхаль шкулне тăватă ача çÿрет. Смирновсен Никита ывăлĕ ялти чи çамрăк çын шутланать. Виçĕ уйăхран иртейнĕ кăна-ха вăл.

Пурнăç сукмакне чылай çул такăрлатакансем – Анатолий Егоровпа Фотима Родионова. Вĕсем 93 çултан иртнĕ.

Каласа хăвармаллах, ĕмĕрĕпе халăх сывлăхне упрассишĕн тăрăшнă Валентина Смирнова фельдшерицăн амăшĕ – Евдокия Шмелева ватлăхра хĕрĕ патĕнче хăтлăх тупнă. Вăл 102 çула хыçа хăварнă.

Кирек мĕнле ял та хăйĕн çыннисемпе мăнаçланать. Ĕмĕрне учительте ĕçлесе ирттернĕ Аркадипе Зинаида Красновсем, вĕсен кинĕ Лариса, Василипе Клавдия Савельевсем, Валентинăпа Геннадий Смирновсем ял çинче ырă ятлă. Çавăн пекех чылай çул фермăра ырми-канми тăрăшнă Александра Семенова, Елизавета Сергеева, Фекла Егорова «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.

Ялти вăй питти çынсем тĕрлĕ çĕрте ĕçлеççĕ. Петр Никифоров «Эмметево» ОООра вăй хурать. Унăн мăшăрĕ, Вера Анатольевна, Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулта пуçламăш класс ачисене пĕлÿ парать. Тĕрлĕ хуласене ĕçе çÿрекен арçынсем те пур. Пĕрисем Çурçĕрте вахтăллă ĕç тупнă, теприсем Мускав облаçĕнчи тĕрлĕ стройкăра вăй хураççĕ.

Антонина Иванова, 42 çул медсестрара тăрăшнăскер, паян та профессирен аякра тăмасть. Пĕрремĕш пулăшу ыйтма пыракан патне, çулне кура мар, васкать вăл. Ăш пиллĕ хĕрарăм ватлăха кĕтсе ахаль лараймасть, вăр-варлăхĕпе тĕлĕнтерет.

Туслă та пĕр çăвартан пурăнать ял-йыш. Кунта ал тупанĕ çинчи пек пĕлсе тăракан кашнийĕн ĕçĕ-хĕлне хаклаççĕ, кĕвĕçмеççĕ.

Çĕкленет Сильвестр вăрманĕ

Красновсем

Сильвестр Николаевичпа Мария Ивановна Красновсене шыраса тупма йывăр пулмарĕ, çырма хĕрринчи иккĕмĕш кил. 86 çулхи арçын пахчара тăрмашать. Унта вĕлле хурчĕсем йышлă. Кунтах шăрăх çанталăкран пытанмалли пÿлĕмсем ăсталанăран, чей ĕçмелли кĕтес йĕркеленĕрен ватăсемпе йывăçсен айĕнче тин юхтарнă пылпа чей ĕçсе ларма тÿр килчĕ. Тараватлă кил хуçисен сĕтелĕнчен аслă пулас килмерĕ ку чухне. Сулхăнра калаçу шăкăл-шăкăл пычĕ.

Чи малтанах Сильвестр Николаевичăн чи курăмлă та пархатарлă ĕçĕпе паллашрăмăр. Вăл чăн-чăн мичуринец. Хăйне астума пуçланăранпах тăван тăрăх илемĕпе киленет, йывăç-тĕм, хунав лартать. Хăй каланă тăрăх, мĕн чухлĕ йывăç лартнине шутласа пыман, çапах 1 пинрен иртнех. Тарăн çырмара вун-вун йывăç ешерет. Тÿпенелле аванах кармашнă хурăн, йăмра, çăка, чăрăш, лиственница… йывăççисем. Ватлăх унран та пăрăнса иртменрен, çырмана йывăç лартма аннă чухне вăрăм вĕренпе усă курать Сильвестр Николаевич. Сакăр теçетке çултан иртнĕскере çырмаран хăпарасси çăмăлах мар пулсан та, каккуй çамрăксем анма шикленеççĕ, хăраса ÿкмен халĕччен.

Çырмаран хăпарсанах хырсем ÿсеççĕ. Вĕсем çумне лартнă шĕшкĕсем самай саркаланма пуçланă. Йывăçсем патĕнче, пÿрт умĕнче 15 шăнкăрч йăви туса çакнă. Çуркунне çитсен шăнкăрчсемпе шăпчăксем юрланине, куккук авăтнине итлесен чунĕ çунатланса кайнине пытармасть телейпе çиçекен арçын.

Йывăç тĕмĕсене таçтан та туянать ăста. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче чылай çул ĕçленĕ Леонид Кошкин пĕр çулхине 600 тĕп хыр илсе килсе панă. Вĕсем те ÿссе çитĕннĕ. Иртнĕ çулсенче кăна тепĕр уçланкăна хырсем лартнă. Кăррипе ларакан йывăçсем инçетренех мăнаçлăн курăнаççĕ. Кăçал çеç лартнă хăмла çырлисем хăйсен пĕрремĕш çимĕçĕсемпе савăнтараççĕ хуçисене.

Сильвестр Николаевичăн ĕмĕчĕсем пысăк: тарăн çырма хĕрринчи пушă лаптăка пĕтĕмпех вăрмана çавăрасшăн. Ял çыннисене те çак ырă та сăваплă пуçарăва хутшăнтарас кăмăллине пĕлтерет.

– Пулас вăрман варрине фонтан вырнаçтарсан епле аван пулмалла. Ăна та хамăр çемье вăйĕпех туса хурăттăмăр та, – тет вăл.

Çут çанталăк тусĕ йывăç-курăкпа сăмах хушать, час-часах вĕсен çулçисене чуп туса илет. Лешсем ăна ăнланнă тейĕн, çил вĕрнĕ май хумханса пуç таяççĕ. Хăй лартса ÿстерекен йывăç-тĕм хушшинче хăйне канлĕ те ырă туйни тÿрех сисĕнет.

Сильвестр Ивановичпа Мария Ивановна 64 çул каялла Питравра пĕрлешсе çемье çавăрнă. Кĕçĕнсе тăракан ăйăрпа вăрласа кĕнĕ кÿршĕ ял хĕрне тин кăна сержант тумне хывнă Мучар каччи. Ун чухнех Маруç аппа ферма сукмакне такăрлатнă. Каччă илĕртÿллĕ те хÿхĕм пикене пĕрре курсах куç хывнă. Иккĕшĕ те ашшĕ-амăшĕ хÿттинче ÿссе çитĕнейменрен çăмăл килмен вĕсен ачалăхĕ. Выçăллă-тутăллă ÿснĕ. Иккĕшĕ те çывăх çынсемсĕр тăрса юлнă самантсене паян чĕре ыратăвĕпе аса илеççĕ. Вĕсем пĕчĕккĕллех ĕç тĕлне пĕлнĕрен тĕрĕс çул-йĕртен пăрăнса çухалса кайман, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пултарнă.

Мария Ивановна мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен фермăра ĕçленĕ. Çу кунĕсенче пилĕк ачине юнашар тăратса колхоз уйĕнче пиçĕхнĕ.

Сильвестр Николаевичăн ĕç стажĕ пысăк. Уй-хир бригадирĕнче, ферма, склад заведующийĕнче чунне парса тăрăшнă. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансене ертсе пынă çулсенче ăна паха ÿсĕмсемшĕн III степень Ĕç Мухтавĕн орденĕпе чысланă.

Пенсие тухнăранпах ĕçпе йăпанать вăл.

– Ĕçлемесен ĕç çук, ĕçлесси вара савăнăç, – теççĕ Красновсем.

Мĕн каламалли, 77 çул тултарсан кăна ĕне тытма пăрахнă вĕсем. Ĕни ăнсăртран вилмен пулсан, тен, паян та усратчĕç пулĕ-ха, ачисем хистенипе кăна урăххине туянма кăмăл туман.

С.Краснов общество пурнăçĕнчен самантлăха та аякка пăрăнмасть. Ял старостине уйăрса лартсан вăл тирпей-илемшĕн сахал мар тăрăшнă. Халĕ те çаплах. Пуçаруллă ватăн кил-çурчĕ çинче «Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ» паллă çакăнса тăрать.

Красновсен пилĕк тĕпренчĕкĕ те ашшĕ-амăшне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Амăшĕ кăçал чирлекелесех тăнăран кĕçĕннисем çулла килте. Халĕччен пахчара ытларах амăшĕ кăштăртатнă, кăçал анана çум курăкран тасатассине Мускавра пурăнакан Ангелина хĕрĕ хăй çине илнĕ. Кÿршĕ ялта пурăнакан Рена вара ватăсене сĕт-турăхран татмасть. Кашни ачипе, тăхăр мăнукĕпе савăнаççĕ ĕç ветеранĕсем, илеме чунпа туякансем.

Пÿрте кĕрсен ача-пăча сасси лайăх…

Смирновсем — туслă çемье

Тĕмерте çуралса ÿснĕ Маринăна пурнăç шăпи кÿршĕ ялти Николай Смирновпа çыхăнтарнă. Пĕрремĕш упăшки сарăмсăр çĕре кĕрсен пĕр ачапа тăрса юлнă тăлăх арăма хăйĕн хÿттине илнĕ вăл. Унтанпа 12 çул хăвăрт шуса иртнĕ. 17 çулхи каччăн халĕ виçĕ шăллĕ те пĕр йăмăк пур. Асли çемьене пысăк пулăшу кÿрет, мотоблокпа улăхран курăк турттарать.

Пĕр тăвансем туслă пурăнаççĕ, аслисем кĕçĕннисене пулăшаççĕ. Ольгăна ача пăхасси питĕ килĕшет. Вăл амăшĕн пĕрремĕш пулăшаканĕ, кĕçĕнни çумĕнчен каймасть.

Кил хуçи капмар та хăтлă çурта аслăлатасшăн тимлет. Нумаях пулмасть кăна верандăна çĕнетнĕ, кăшт маларах пÿрте санузел вырнаçтарнă.

– Пÿлĕмсем хĕсĕкрех-ха, вĕсене анлăлатмалла, – тет пилĕк ача амăшĕ.

Ал-ури пырать Николай Ивановичăн, килĕнче шав кăштăртатать, хуçалăха çирĕп тытасшăн ăнтăлать.

Ачасене воспитани парасси ытларах Марина Алексеевна çинче. Вăл тĕпренчĕкĕсем ырă та сывă çитĕнччĕр тесе чунне парать, шкулта вĕреннĕ чухне урокĕсене тĕрĕслет… Иванпа Оля начар мар вĕренеççĕ. 6 çулхи Максим вара телевизорпа туслă пулнăран вырăсла лайăх пуплет.

Повара вĕренсе тухнăран тутлă апат-çимĕç пĕçерме ăста пилĕк ача амăшĕ.

Нумай ачаллă çемье патшалăх пулăшăвĕпе анлă усă курать. Вĕсене 15 сотăй çĕр лаптăкĕ уйăрса панă. Чылай çул усă курман çĕре кăпкалатса, тасатса самай вăхăт тăрăшнă харсăрсем. Халĕ çемье унта нумай çул ÿсекен курăксем акнă.

– Ачасене, паллах, патшалăха шанса мар, хамăра шанса пурнăç пилленĕ. Çапах та июнь, июль уйăхĕсенче панă патшалăх пулăшăвĕ питĕ вырăнлă пулчĕ. Халĕ эпир ачасене паракан 10-шар пин тенкĕпе компьютер тата ытти оборудовани туянма палăртнă. Шăпăрлансене уйăрса паракан укçа-тенкĕпе вырăнлă усă курар, – тет Марина Алексеевна Львова.

Николайпа çырăнманран унчченхи хушаматпах çÿрет хĕрарăм.Чи кирли хушаматра мар, пĕр-пĕрне ăнланса та юратса пурăннинче.

Нумай ачаллă çемье картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усрать. Ашшĕ-амăшĕ ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарассишĕн тăрăшать, вĕсене лайăх ÿссе çитĕнме мĕнпур услови туса парать.

Чăннипех те пÿртре ача-пăчан хаваслă та янăравлă сассинчен ырри нимĕн те çук пулĕ. Виçĕ уйăхри Никита йăл кулса ярать те тĕнче тата илемлĕн çуталса каять…

Ирина ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code